АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хаçатсăр çăкăр çук пекех туйăнать

09 июня 2017 г.

Хаçатсăр çăкăр çук пекех туйăнать

Чăваш хĕрарăмĕн арчинче темĕн те пур. Район хаçачĕ те унти пуянлăх евĕрех. Хальхи вăхăтра ăна киоскра та, почтăра та, редакцире те çырăнса илме пулать. Хăшĕ килĕшет - çавна суйла. Халĕ Интернет вăй илнĕ вăхăтра хаçатăн малашлăхĕ çук текенсем те тупăнаççĕ. Апла пулин те ытларахăшĕ унăн страницисене уçса район хыпарĕсемпе паллашасшăн, чăштăртатакан сасса илтесшĕн.

Тукач ялĕнче пурăнакансем район хаçатне чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Акă Анна Григорьевăпа Нина Петрова тата Юлия Романова почтальон почта ещĕкне е алла хаçат тыттарсан унăн страницисене çийĕнчех вуласа тухаççĕ. «Эпĕ район хаçатне мĕн çамрăкран юратнă. Хам фермăра дояркăра ĕçленĕ чухне те журналистсем тăтăшах фермăна килетчĕç, малта пыракансене хаçатăн малти страницисене те кăларатчĕç. Çакă пире тăрăшса ĕçлеме татах та хавхалантаратчĕ», - иртнине аса илсе каласа парать Анна Григорьева. Тивĕçлĕ канури кинемей кашни çулах район хаçатне çырăнса илет. Вăл унсăрăн пурăнма кичем пулнине палăртать. Район хыпарĕсене, паллакан çынсен çуралнă кунĕсене курсан савăнать, аса илÿсен тĕнчине путать.

Сысна ферминче чылай çул тăрăшса ĕçленĕ, халĕ тивĕçлĕ канури Нина Петрова та «Пурнăç çулĕпе» хаçата юратса вуланине пĕлтерчĕ. «Хаçатри статьясене вуласа киленетпĕр, ушкăнпа сÿтсе яватпăр. Çуллахи вăхăтра каçхине урама сак çине тухса ларатпăр та район хыпарĕсене те, статьясене те шĕкĕлчетпĕр. Журналистсем çав тери кăсăклă материалсем çыраççĕ. Район хаçачĕпе пурнăç кичем мар», - тет Нина Андреевна.

Район хаçатне вулани апат çинипе пĕрех иккен. Акă паян та вĕсем сак çине тухса ларнă та пĕрин хыççăн тепри хаçатри статьясене тишкереççĕ. «Иртнĕ номерти хаçатăн страницинче акă карта тытнă чухне çĕр учасктокĕн чиккине пăхăнмаллине ăнлантарса панă. Паянхи кун çакă питĕ пĕлтерĕшлĕ. Йĕркене пăхăнасси хамăртан килнине тепĕр чухне хăшĕ-пĕри ăнланмасть çав. Мана район хаçатĕнче ытларах «Сывлăх» рубрика питĕ килĕшет. Çав вăхăтрах халăх мелĕсемпе сиплениччен тухтăрпа канашламаллине те асăрхаттараççĕ» , - хаçатпа кăмăллине пĕлтерет Юлия Романова.

Тивĕçлĕ канури хисеплĕ çынсем хаçатра кăсăклă материалсем нумаййине, кашни номере юратса вуланине, унпа çеç пурăннине калаççĕ. Хăй вăхăтĕнче хуçалăхра ĕçлесе яланах малтисен ретĕнче пулнă. Вĕсен сăн ÿкерчĕкĕсене район хаçачĕн страницисенче час-часах курма май пулнă. Вĕсем районти хуçалăхсем арканнипе кăмăлсăр пулнине пĕлтерчĕç.

В.НИКИФОРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика