АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Элĕксем Республика кунне хатĕрленеççĕ

20 июня 2017 г.

Июнĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Ен Республика кунне паллă тăвать. Çак уяв пурне те пĕрлештерет. Республика кунĕ тĕлне районти библиотекăсенче тата культура учрежденийĕсенче тĕрлĕ мероприяти иртет. Библиотекăсенче «Юратнă тăван тăрăх», «Чăваш Ен, сан çинчен!», «Тăван Чăваш Ен», «Пирĕн ен - Чăваш Ен» кĕнеке куравĕсем тата тавракурăма аталантармалли калаçусем, республикăн тĕрлĕ кĕтесĕсенчи паллă вырăнсем çинчен истори урокĕсем, викторинăсемпе конкурссем иртĕç. Культура учрежденийĕсенче «Чăваш Ен - манăн мухтав», «Тăван тăрăха юрататăп», «Тăван çĕре юрататăп» тематика каçĕсем пулĕç. Республика кунне пирĕн районтан Элĕкри культура çурчĕ çумĕнчи «Валинкке» халăх фольклор ансамблĕ, «Йолăш» фольклор ансамблĕ, «Рябинушка» ташă коллективĕ, Тавăтри хор коллективĕ хутшăнĕç. «Музыка инструменчĕсем» кил картийĕн презентацийĕ те иртĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика