20 июня 2017 г.
Июнĕн 17-18-мĕшĕсенче пирĕн районта географи, физкультура тата ОБЖ вĕрентекенĕсен «Манăн пĕчĕк тăван çĕршыв» таврапĕлÿпе туризм слечĕ иртнĕ. Кăçал вăл 7-мĕш хут пулнă. Кунта республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнчи педагогсем пуçтарăннă.
Слет икĕ куна тăсăлнă. Пĕрремĕш кунĕнче пурĕ 86 çын хутшăннă, тепĕр кунне 107 çын майлă пухăннă. Ăна Людмила Петрикова вĕрентекен йĕркеленĕ. Элĕк, Патăрьел, Çĕмĕрле, Муркаш, Шупашкар, Куславкка, Етĕрне, Çĕрпÿ районĕсенчен тата Шупашкар хулинчен килнĕ вĕрентекенсем. Тупăшăва хутшăниччен хăнасем Элĕкри литературăпа таврапĕлÿ музейне çитсе курнă. Ольга Алексеева музей ертÿçи кунти экспонатсемпе паллаштарнă. Ун хыççăн педагогсен ушкăнĕсем «Элĕк районне пĕлекенсем» викторинăна хутшăннă. Çавăн пекех «Сăн ÿкерчĕксем», «Ÿкерчĕксем», «Чулран тата çут çанталăк материалĕсенчен хатĕрленĕ япаласем» курав йĕркеленĕ. Малалла вĕсене «Экологи квесчĕ» конкурс-вăйă кĕтнĕ. Республика слетне кăнтăрлахи апатлану хыççăн савăнăçлă лару-тăрура уçнă. Район администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ Петр Павлов, Элĕкри вăтам шкул директорĕ Владислав Волков пухăннисене саламланă. Çавăн пекех Чăваш Республикин ертсе пыракан геологĕ Владимир Кудров, Геннадий Трифонов геолог, Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн представителĕ Владислав Илакин пурне те ăнăçу суннă. Пухăннисене ача-пăча тата çамрăксен шкулĕнче вĕренекенсем пĕчĕк концерт парнеленĕ.
Слет мероприятисенчен пуян пулнă. Умлăн-хыçлăн пынă конкурссенче вĕрентекенсен хастарлăхĕ вăйлансах пынă. Пĕр вăхăтрах шкулти икĕ пÿлĕмре «Тăван ен отчечĕ. Пĕр кунри поход» тата «Тăван енри геологи палăкĕсене сăнласа пани» ăмăртусем иртнĕ. Çак икĕ ăмăртура та Элĕксене çитекенни пулман. Кунта Людмила Петрикова педагогпа Наталья Волкова вĕренекене ырăпа асăнмалла. «Минералоги тата Петрографи» ăмăртусенче те Элĕксем малти вырăн йышăнса илнĕ.
Республикăран килнисем этнопаркра та пулса курнă. Асăнмалăх сăн ÿкерĕннĕ хыççăн вĕрентекенсем шÿрпепе хăналаннă.
Çакăн хыççăн слет вăрмана куçнă. Вĕрентекенсем тĕрлĕ викторинăсем ирттернипе пĕрлех волейболла вылянă. Çамрăк геологсемпе вĕрентекенсем Ехремкасси çывăхĕнчи Упа çырмине кайса шыв çинче тĕпчев ирттернĕ. Ку енĕпе вара Муркашсене çитекенни пулман. Çав вăхăтрах «Туризм çул-йĕрĕн йывăрлăхĕсене çĕнтересси» ăмăрту та иртнĕ. Туризм юррисемпе конкурсра кашни команда тĕрлĕ номинацисенче диплома тивĕçнĕ. Кăвайт тавра тĕрлĕ юрăсем аса илсе юрланă, гитарăпа купăс сасси каçченех тăсăлнă.
А. СИЛИВЕСТРОВА.