АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕр ĕçĕ вăй парса тăрать

23 июня 2017 г.

Çĕр ĕçĕ вăй парса тăрать

«Новый путь» ял хуçалăх предприятийĕнче хĕрÿ ĕç вăхăчĕ. Хĕл хырăмĕ тутă пуласси палăртнине вăхăтра пурнăçланинчен нумай килет. Çавăнпа та кашниех яваплăха туйса ĕçлет.

Шанчăклă, тăрăшуллă тата ĕçлеме ÿркенмен çынсемсĕр нимĕнле хуçалăх та аталанаймасть. Ун пеккисене тупма, ял хуçалăхне илĕртме паян йывăр. Ачаранпах техникăпа туслă пулнăран шкултан вĕренсе тухсан мĕнле професси суйласа илесси çинчен нумай шутламан вăл, тÿрех 3 профессие алла илнĕ Тури Юлăш ялĕнче пурăнакан Юрий Иванов. Механизатор, сантехник тата каменщик - пурнăçра кирлĕ профессисем. Кунта училищĕре вĕренни çителĕксĕр. Çак енпе чăн ăста пулмалла-çке. Юрий Михайлович çĕр сухалама та, кирпĕч хума та маçтăр. Ахальтен мар ĕнтĕ кил-çурчĕ кермен пек, хуралтисем те куçа илĕртеççĕ. 16 çул Киров облаçĕнче пурăннă хыççăн хваттер сутса тăван ялĕнче тĕпрен çĕнĕ кил-çурт çавăрма хал çитернĕ вăл. Тăван çĕре юратни çавăн пек тума хистенĕ те ăна.

Юрий Иванов яла куçса килнишĕн пачах та ÿкĕнмест. Халĕ «Новый путь» хуçалăхра вăй хурать. Тăрăшуллă ĕçчене МТЗ-1221 шанса панă. Вăл - опытлă ĕçченсенчен пĕри. Хĕрÿ ĕççи вăхăтĕнче ларса канма та пĕлмест. Уйри тислĕке салатса пĕтерсен кĕрхи çĕртмене тухма хатĕрленет. Ирхине ĕçе тухас умĕн те, каçхине те техникăн юсавлăхне тĕрĕслесех тăрать. Кăлтăксене çийĕнчех йĕркене кĕртет. Юрий Михайлович çулсеренех çур аки ĕçĕсене хастар хутшăнать. Вырма вăхăтĕнче вара комбайнпа уя тухать. Хăй каланă тăрăх, яланах малтисен йышĕнче вăл. «Чăвашсен пĕтĕм пурнăçĕ çĕр ĕçĕпе çыхăннă. Хура çĕр пирĕн асатте-асаннесемшĕн таса та сăваплă шутланнă, çавăнпа ăна аннене хисепленĕ пек хисепленĕ. Мĕн ĕлĕк-авалах çĕр ĕçĕпе пурăнакан кашни çыншăн тыр-пул тухăçне ÿстересси тĕп тĕллев пулнă. Маншăн та çавăн пекех», - шухăшне пĕлтерет Юрий Иванов. Техника юсавлăхĕ ĕç тухăçлăхне ÿстернине палăртать. Ачаранах ĕçпе пи- çĕхсе ÿснĕскер пур ĕçе те тума пултарать. Тăван тăрăхрах тымар янă Юрий Иванов трактор-и, комбайн-и - пĕрне те тиркесе тăмасть. Ертÿçĕсем мĕн хушнине тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлать. Унăн мăшăрĕ те - Галина Анатольевна хуçалăхра чылай çул тăрăшнă. Ивановсем хĕл кунĕсене Мускавра ирттереççĕ. Çуркунне çитсен вара каллех тăван яла таврăнаççĕ.

Кашни ĕçе юратса, чунтан парăнса пурнăçласан пирĕн пурнăç аталанса кăна пырать.

В.НИКИФОРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика