АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çемьере те, ялта та ĕçне ырлаççĕ

27 июня 2017 г.

Çемьере те, ялта та ĕçне ырлаççĕ

Владимир Матвеев Татмăш ялĕнче çуралса ÿснĕ. Тăван ялти шкулта вун пĕр класс вĕреннĕ хыççăн Нурăсри техника училищинче пĕлĕве ÿстернĕ. Çапла майпа электрогазосварщик пулса тăнă. Анчах та алла илнĕ профессие суйламан вăл, 2015 çулта ялта хресчен-фермер хуçалăхĕ йĕркеленĕ. Халĕ Владимир кашни кунах уй-хире васкать.

Шкул сакки çинче чухнех хăйĕн пурнăçне ял хуçалăхĕпе çыхăнтарас шутпа пурăннă. Кашни предметпах аван ĕлкĕрсе пынă, анчах технологи урокне пуринчен ытла юратнă. Тĕрлĕ япала ăсталанă. Алли пур çĕре те ларнă, ылтăн тейĕн. Паянхи кун та Вова хăйĕн вĕрентекенне ырăпа асăнать. Олег Никандрович Данилов технологин ĕç вăрттăнлăхĕсене уçса параканĕ пулнă та ĕнтĕ. Тăрăшулăхне кура арçын ачана малалла аталанма пулăшса пынă.

Ĕçчен те вăр-вар пулнăран, ырă кăмăллă çамрăка ял-йыш та питĕ хисеплет. Ачаранах спортпа туслă вăл. Эрех ĕçмест, пирус туртакансене те ырламасть. Ăна ашшĕ-амăшĕ тĕрĕс воспитани пани тÿрех сисĕнет. Ял çыннисене те пулăшма вăхăт тупать вăл. Пуçланă ĕçе вĕçне çитерет. «Эпĕ ĕçрен хăрамастăп. Ял хуçалăх енĕпе малтанах ĕçлеме йывăртарахчĕ. Майĕпен хăнăхса çитрĕм. Халĕ вăл маншăн пурнăç йĕрки», - пĕлтерет Владимир.

Хресчен-фермер ĕçне йĕркелени нумаях мар пулин те Владимир Матвеев ăна чунтан кÿленни палăрать. Паллах, пысăк ĕçре пулăшусăр та май çук. Çемьере пилĕк ача çитĕннĕ Матвеевсен. Вова вара ачасенчен тăваттăмĕш. Константин Владимировичпа Нина Григорьевна ашшĕпе амăшĕ яланах пулăшса пыраççĕ, хавхалантарма тăрăшаççĕ. Кирлĕ чухне сĕнÿсем панине те хаваспах йышăнать. Çăмăл мар ĕçре ăна Татьяна йăмăкĕ вăхăта сая ямасăр пулăшать.

Яш каччăн ытти çĕрти пушă, çум курăк айне путнă çĕрсене, йăлтах арканнă, çĕрсе пĕтнĕ, тахçантанпах çын ури ярса пусман ферма витисене курсан чунĕ ыратнине пытармасть. Çĕр ĕçне суйласа илнине çакă та пысăк витĕм кÿнĕ пулĕ.

Кăçалхи çур акинче те Владимир тăрăшсах ĕçленĕ. Унăн пĕтĕмпе икçĕре яхăн гектар çĕр лаптăкĕ. Вăл уй-хирте тыр-пул, çĕр улми лартса ÿстерет. Иртнĕ кĕркунне 25 гектар тулă акса хăварнă. Çурхисем те сахал мар лаптăк çинче: сĕлĕ - 30, тулă 40 гектар йышăнать. Нумай çул ÿсекен курăксен лаптăкĕ те пысăк. Техника енчен те чухăнах мар: хуçалăх авăрне тин çеç кĕрсе пыракан çамрăкăн трактор, йывăр тиевлĕ машина, комбайн тата ытти агрегатсем пур. Утçи вăхăчĕ те çывхарчĕ. Унта та сахал мар вăй хумалла. Ĕнесем тытнисĕр пуçне фермер вăкăрсем самăртассипе те ĕçлет. Сурăххисем те йышлă вĕсен. Çутă ĕмĕт-шухăшлă яш çитес вăхăтра выльăхсен шутне ÿстерме шутлать. Вите çуртне йĕркелесе ярасси пирки те ĕмĕтленет. Çирĕп шухăш тытнă вăл, çавăнпа та ĕçрен хăраманскер ăна та пурнăçлатех. Кирек хăш вăхăтра та алла сенĕк тытса тислĕк тасатма та пултарать. Тиркешсе тăма пĕлмест. Техникăна юсанă çĕрте те алли ларать электрогазосварщикăн.

Хуçалăхăн пĕчĕк формисене çулсеренех патшалăх бюджетĕнчен уйăрса субсиди формипе грант параççĕ. Кăçал конкурса Владимир та хутшăннă. Чи пысăк балл пухса ферма ĕçне пуçарса яракан çамрăк гранта тивĕçнĕ. Пур енчен те пултаруллă, ял пурнăçне кăмăллакан каччă патшалăх панă çăмăллăхпа туллин усă курса малалла ферма ĕçне анлăлатма шутлать.

Владимир Матвеев пек вăр-вар та çаврăнăçуллă çамрăксем пулсан ялăн малашлăхĕ те пысăк.

Анжелика СИЛИВЕСТРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика