АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Этнопаркра ачасен уявĕ иртрĕ

30 июня 2017 г.

Кирек епле çын та Элĕкри этнопарка кĕрсен тури чăвашсен ĕç хатĕрĕсемпе е инструменчĕсемпе паллашма васкать. Акă июнĕн 27-мĕшĕнче Элĕкри культурăпа таврапĕлÿ музейĕн, районти тĕп библиотека тата культура çурчĕн ĕçченĕсем Элĕкри вăтам шкулти лагере çÿрекенсене тата «Çăлкуç» садикăн ачисене этнопарка «Халăх çÿпçинчен» уява чăваш культурипе паллаштарма пухрĕç. Вĕсем ачасене асатте-асаннесен авалхи ĕç хатĕрĕсемпе, музыка инструменчĕсемпе, чăваш çипуçĕпе паллаштарнă май хăйсем те ĕлĕкхи пурнăçăн аса илĕвне путрĕç. Пĕчĕккисемпе пĕрле музыка инструменчĕсем каларĕç, пăчкăпа вутă татрĕç. Музей директорĕ Ольга Алексеева ачасене авалхи музыка инструменчĕсем çинчен, халăх инструменчĕсем çинче вылянă паллă çынсем çинчен тĕплĕнрех каласа пачĕ. Тĕп библиотека ĕçченĕ Зоя Удякова пирĕн районти паллă музыкантсем çинчен çырнă кĕнекесен куравĕпе паллаштарчĕ. Çавăн пекех Алена Судман ачасене асанне арчинчи тĕрлĕ япаласене кăтартрĕ. Унпа пĕрлех ачасем икерчĕ те пĕçерме вĕренчĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика