30 июня 2017 г.
Юлашки вăхăтра нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансен капиталлă юсав ĕçĕсемшĕн тÿлемелли пирки нумай çыратпăр. Апла пулин те калаçусем çаплипех пĕтмен-ха. Иртнĕ кунсенче Элĕкри тĕп библиотекăра «Раççейри юристсен ассоциацийĕ» Чăваш регионти уйрăмĕн халăха социаллă тата право пулăшăвĕ памалли центрăн консультаци пункчĕпе килĕшÿллĕн «Нумай хваттерлĕ çуртсенче капиталлă юсав ĕçĕсене право ыйтăвĕсемпе пăхса тухасси» право сехечĕ иртрĕ. Ăна район прокурорĕн çумĕ Фаина Лазарева тата район администрацийĕн строительство тата обществăлла инфратытăм аталанăвĕн пайĕн начальникĕ Александр Терентьев ертсе пычĕç.
Чи малтанах Фаина Юрьевна Элĕкри тĕп библиотекăн библиографне Татьяна Мясниковăна прокуратура органĕсемпе тачă çыхăнса ĕçленĕшĕн, «XXI ĕмĕрти библиотека» республикăри VI смотр-конкурсра «Социаллă тата право пулăшăвĕ пĕлтерĕшлĕ чи лайăх библиотека ресурсĕ» номинацире çĕнтернĕшĕн Чăваш Республикин Прокуратурин Тав хучĕпе чысларĕ. Татьяна Мясникова «Элĕк районĕн право страници» сайта мĕнпур критерие пăхăнса йĕркеленине шута илмелле. Кунта право информацийĕпе пĕтĕмĕшле паллашма пулать.
Фаина Юрьевна нумай хваттерлĕ çуртсенче капиталлă юсав ĕçĕсемшĕн тÿлемеллине право ыйтăвĕсем енчен пăхса тухасси çинче тĕплĕнрех чарăнса тăчĕ: укçа-тенкĕ пухни, вĕсемпе мĕнле усă курни, капиталлă юсав ĕçĕсем ирттерни. «Кăçалхи апрелĕн 8-мĕшĕнче нумай хваттерлĕ çуртсенче пĕтĕмĕшле пурлăхпа усă курнăшăн капиталлă юсав ирттерме уйрăм категорири граждансене социаллă пулăшу пама Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Хушăва алă пуснă. 70 тата 80 çулсенчи ватăсене капиталлă юсавшăн тÿленĕ тăкакăн пĕр пайне саплаштараççĕ. Ку чухне миçе çултине кура укçана тавăрса параççĕ: енчен те 70 çул тултарнă ватă пĕччен хăйĕн хваттерĕнче е унпа пĕрле ниçта та ĕçлемен тивĕçлĕ канури çын пурăнать пулсан 50 процент чухлĕ, 80 çулхи ватă пĕччен хăйĕн хваттерĕнче е унпа пĕрле ниçта та ĕçлемен тивĕçлĕ канури çын пурăнать пулсан 100 процент чухлĕ тавăрса параççĕ», - ăнлантарчĕ Фаина Лазарева. Анчах та çак укçана республика территорийĕнче пурăнакан, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пулăшăвĕ- семшĕн кивçене кĕмен пулсан çеç тавăрса параççĕ.
«Капиталлă юсав ĕçĕсемшĕн тÿлемелли программа 2014 çултанпа ĕçлет. Нумай хваттерлĕ çуртсенче капиталлă юсав ĕçĕсемшĕн тÿлесси - Раççей Федерацийĕн законодательствипе пăхнă требовани. Ăна Раççей гражданĕсен шута илмех тивет. Взноссене тÿлессинчен ниепле те пăрăнма май çук. Гражданин взноссене вăхăтра тÿлемесен унăн пени хăпарать, парăмçăсен шутне кĕрес хăрушлăх пысăкланать. Парăмçăсенчен укçа шыраса илессипе çыхăннă ыйтусене малашне суд татса парĕ. Чăваш Республикин строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министерствин сайтĕнче «Фонд капитального ремонта многоквартирных домов» баннерта кашни çуртран мĕн чухлĕ укçа пухнине тата пени хăпарнине пĕтĕмпех илсе кăтартнă», - каласа пачĕ Александр Терентьев. Вăл нумай ачаллă çемьесене капиталлă юсав ĕçĕсемшĕн тÿленĕ тăкакшăн компенсаци паманнине те ăнлантарса пачĕ. Суд вара çак ĕçе суд приставĕсене ярса парать. Ку чухне вара приставсем пурлăха арестлеме те пултараççĕ. Çавăн пекех вăл çĕнĕ хваттер илнĕ чухне асăрхануллă пулма сĕнчĕ. Александр Терентьев хваттер сутакан хăй пурăнакан çуртра капиталлă юсав ĕçĕсемшĕн тÿлеменрен çак укçана çĕнĕ хваттер хуçин тÿлеме тивнĕ тĕслĕхсем пуррине те палăртрĕ.
М.ШОРИНА.