30 июня 2017 г.
Хĕрарăм хăйĕн чĕри айĕнче тепĕр чун пулнине пĕлсен савăнать. Унăн хăвăртрах пепкене алла илсе юратас, ыталас килет. Кирек епле хĕрарăм та амăшĕ пулма ĕмĕтленет. Сывă ача çуратас тесен вара ачан ашшĕпе амăшĕн тĕплĕн хатĕрленмелле, хăйсен те сывă пулмалла.
Çамрăксем юлашки вăхăтра ар çыхăнăвне ир кĕни тарăн шухăша ярать. 14-15 çулхи хĕрача ача амăшĕ пулма хатĕр мар. Унăн организмĕ çителĕклĕ аталанса çитеймен. Чылай чухне çамрăк хĕрача тĕвĕленнĕ ачине пăрахать. Аборт туни уншăн пысăк хăрушлăх кăларса тăратать - юн каять, шалти органсем аманма, шыçма пултараççĕ. Хĕрарăм кун хыççăн тек ача çуратаймасса, çие юлсан вара ача ÿкме пултарать е вăхăтсăр çуралать. Çăмăлттайла тунă утăмсемшĕн малашлăхра ÿкĕнмелле пулса тухать. Çие юлнă ачисене çураличченех «вĕлерекенсем» хăйсен сывлăхне хавшатнине те чухламаççĕ. Чавса çывăх та çыртма çук. Чылайăшĕ ача амăшĕ пулаймасть, çемье те арканать. Районта аборт тăвакансен йышĕ чакнă пулин те, сыхлă пулмалла.
Çие ан юлтăр тесен сыхланмалли меслетсем пур: презерватив тĕрлĕ чир-чĕртен сыхлать, гармон эмелĕсем ĕçме, спираль лартма юрать, анчах малтан тухтăрпа канашламалла. Пĕтĕм Раççейри çемье, юрату тата шанчăклăх кунне халалласа республикăра июлĕн 9-15-мĕшĕсенче «Шăплăх кунĕ» пулĕ. Çак вăхăтра абортсем туманнине те палăртса хăвармалла.
Кăçал Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕ. Çавăнпа та ачасăр мăшăрсен йышне чакарасси тĕп тĕллев пулса тăрать те. Ача пулайманнипе республикăри кашни пиллĕкмĕш çемье аптăрать. Кунта вара вĕсене ЭКО мелĕ пулăшма пултарать. Район больницин тĕп врачĕ Валерий Егоров палăртнă тăрăх, пирĕн республикăра ЭКО валли тÿлевсĕр квота уйăрма пуçлани демографи лару-тăрăвне те лайăхлатать. Малтанах ăна рес- публикăра 50-шар çеç уйăрнă, «Чăваш Ен ачисем» программа çуралнă. Çак процедурăн шучĕ çулран-çул пысăкланнă. Кăçал ОМС укçипе ЭКО шучĕ ÿснине палăртмалла. Хăйсем ача çуратайман хĕрарăмсем экстракорпораци мелĕпе усă курса йывăр çын пулаççĕ. Ача пирки ĕмĕтленекен çемьесене Чăваш Енре 20 çул ĕнтĕ ЭКО мелĕпе пулăшаççĕ. 2013 çултанпа ЭКОна обязательнăй медицина страхованийĕн программине кĕртнĕ.
«Арлă-арăмлă çулталăк пурăнсан та хĕрарăмăн çие юлмарĕ пулсан тухтăр патне килмелле. Ун пек йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕ çемьесем пирĕн тăрăхра та чылай. Сăлтавĕ вара арçынра та, хĕрарăмра та, мăшăрсенчен иккĕшĕнче те пулма пултарать», - каласа парать районти тĕп больницăн акушер-гинекологĕ Елена Трифонова. Хăйсен телейне ЭКО мелĕпе шыракансем те пур-ха пирĕн районта. Елена Прохоровна палăртнă тăрăх, районта 31 хĕсĕр мăшăр ачаллă пулаймасть. Калас пулать, вĕсенчен ытларахăшĕ 40 çула çывхаракан хĕрарăмсем.
Асăннă программăпа килĕшÿллĕн хĕрарăма сывлăх енчен тÿлевсĕрех пур енлĕн пĕр уйăх çурă тĕрĕслеççĕ. Çак тÿлевсĕр программа 2018 çулччен ĕçлет. Паянхи кун тĕлне районта пĕр çынна ЭКО мелĕпе пулăшнă, 8-шне тĕрлĕ сăлтавсене пула ЭКО тума хирĕçленĕ, тепĕр 4-шĕ черетре тăраççĕ. Елена Прохоровна яваплăха туйман хĕрарăмсем пуррине те палăртать. ЭКО мелĕпе ача амăшĕ пулма хатĕрленекенсем хушшинче эрехпе туслашнă тĕслĕх те пулнă-мĕн. Япăххипе пĕрле савăнтараканни те пур. Учета тăнă пĕр хĕрарăмăн çие юлнă.
ЭКО мелĕпе пĕчĕк пепкеллĕ пулни çемьене сыхласа хăварма, ачасен çураласлăхне ÿстерме май панине палăртрĕ Елена Трифонова.
В.СИВВИ.