АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сенаж-силос хываççĕ

30 июня 2017 г.

Хĕл каçма выльăхсене валли çителĕклĕ апат хатĕрлес ĕç кĕске вăхăтра пулмасть. Нумай чухне ăна мĕн чухлĕ тата пахалăхлă хатĕрленинчен выльăх-чĕрлĕх аталанăвĕ те килет.

Июнĕн 28-мĕшĕ тĕлне районта нумай çул ÿсекен курăксене 1026 гектар çинче çулнă. Пĕтĕмпе вара 3387 гектар çинчен утă пухса кĕртме планланă. Хальлĕхе утта 340 тонна (план тăрăх 2080 тонна пулмалла) пухса илнĕ. Сенаж-силос хывассипе те хуçалăхсем тимлесех ĕçлеççĕ. Хĕл хырăмĕ пысăк çав. Планпа 4910 тонна сенаж янтăламалла. Паянхи кун тĕлне траншейăна 2800 тонна тултарнă. Ял хуçалăх предприятийĕсенче кăçал 5750 тонна силос хатĕрлемелле. Ку ĕç те малалла пырать.

Кашниех хĕле тăрăшса хатĕрленет, анчах та пуринчен малта пыраканни - «Новый путь» хуçалăх. Унта нумай çул ÿсекен курăксене 278 гектар çинче çулнă, 2800 тонна сенаж, 600 тонна силос хатĕрленĕ. Çавăн пекех хуçалăхсенче уй-хирти тыр-пул анисене 8254 гектар çинче çумкурăкран имçамланă. Тĕш тырă культурисене хурт-кăпшанкăран хÿтĕлесси те анлă сарăлнă. 4497 гектар çинче калчасене удобрениленĕ. Çĕр улми уйĕсем те техника шавĕпе тулнă. Çĕр улми кассисене купаласси 134 гектар çинче пурнăçланнă. Çав вăхăтрах хуçалăхсен кĕрхи тырра та акма вăхăт çитнĕ. Ăна валли 216 гектар çĕр хатĕрленĕ ĕнтĕ.

А.СИЛИВЕСТРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика