АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕрле ларса калаçнине нимĕн те çитмест

04 июля 2017 г.

Çуллахи каникул тапхăрĕ ачасемшĕн чи кĕтнĕ те савăнăçлă вăхăт темелле. Пушă вăхăт нумай, выляма, канма, сывлăха çирĕплетме те майсем çителĕклĕ. Кĕçĕ-вĕç пахчара пулса çитекен улма-çырла, ытти тĕрлĕ çимĕçĕ те çитĕнекен организмшăн лайăх. Апла пулин те темшĕн шăп та шай çу кунĕсенче ача-пăчапа çыхăннă инкексен шучĕ палăрмаллах ÿсет.

Июнь уйăхĕнче Карелире Ладога кÿллинче инкек пулни тепĕр хут ашшĕ-амăшне яваплăха ÿстерме хистемелли сăлтав пулса тăчĕ. Çула çитмен 15-17 çулхи 5 çамрăк утрав çине кимĕпе пĕрин çуралнă кунне паллă тума кайнă. Çав вăхăтрах нихăшĕ те çăлав хатĕрĕсене илмен. Моторлă кимĕ управленине тытса чарайманнине пула вăл çаврăнса ÿкнĕ, икĕ çамрăк çăлăннă, виççĕшĕн шăпи вара паянхи кун та паллă мар. Сăмах май, пĕлтĕр шăп та шай асăннă кÿлĕре июнĕн 19-мĕшĕнче икĕ теçетке ытла ача пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнăччĕ. Пытарма кирлĕ мар ĕнтĕ, каллех аслисен айăпĕпе.

Июлĕн 2-мĕшĕнче вара Челябинск облаçĕнчи Максимка кÿлĕре инкек пулнине хыпарларĕ мĕнпур массăллă информаци хатĕрĕ. Пĕр çын хăйĕн тата тăванĕсен ачисене «Казанка» алюмини кимĕпе ярăнтарма шутланă. Анчах та темĕнле сăлтавсене пула вăл çаврăнса ÿкнĕ.

Çынсем инкеке лекнине аяк-ран курнă икĕ арçын вĕсене пулăшма васканă, анчах та хăйсем те путнă. Çапла майпа унта 7 çын пурнăçĕ татăлнă: 10 çулхи хĕрача, 2, 8 тата 15 çулхи арçын ачасем вилнĕ. Хаçата пичете хатĕрленĕ тĕле аслăрах çулсенчи арçын ачасен тата арçыннăн кĕлеткисене шыраса тупманнине, ку енĕпе çăлавçăсем ĕçленине хыпарларĕç МИХсем.

Чылайăшĕ ку ырă мар хыпарсем пирĕнтен аякра пулнине палăртса алă сулма та пăхĕ. Июнь уйăхĕнче Çĕрпÿ районĕнче пулса иртнĕ инкек вара ашшĕ-амăшне те, вĕрентекенсене те ачасем тĕлĕшпе кирек хăçан та тимлĕ пулмаллине асăрхаттармалла. Вун пĕр çулхи хĕрача шкул хыççăн урама уçăлма тухса кайнă та киле таврăнман. Ун виллине июнĕн 22-мĕшĕнче 23 çулхи çамрăкăн гаражĕнче тупнă. Хĕрачана пусмăрласа вĕлерме пултарнине те пытармаççĕ право хуралĕн сотрудникĕсем.  

Çÿлерех асăннă тĕслĕхсенчен кашнинчех аслисен айăпĕ пур. Ача-пăчана асăрхаса тăман тата шыва кĕме кайнă чухне яланах юнашар çăлав хатĕрĕсем пулмаллине ăнлантарса çитереймен. Эпир хамăрăн тĕпренчĕксен пурнăçĕпе тивĕçлипе кăсăкланманран, тимлĕх уйăрманран, вĕсемпе калаçма вăхăт тупайманран пысăк çухату тÿсетпĕр те. Тĕрлĕ статистикăна тишкерес пулсан çакă курăнать, нумай чухне ĕçкĕпе иртĕхекен çемьесенче ÿсекен ачасем мар, лайăх условисенче пурăнакан çула çитмен çамрăкăн пурнăçĕ ытларах татăлать. Пуçĕпех ĕçе кÿллĕнĕрен ача вăхăта мĕнле ирттернипе кăсăкланма пĕр самант та юлмасть чылайăшĕн.

Ача-пăчана воспитани парассипе ятарласа çирĕп пăхăнмалли нимĕнле методика та çук-ха. Ку чухне ансат правилăсене шута илни уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Çу кунĕсенче пĕчĕк ачасем пур пулсан кантăксене уçса хăвармалла мар, светофорăн хĕрлĕ тĕсĕ çуннă чухне çул урлă каçмалла мар, аслисене асăрхаттармасăр шыва кĕме кайма юраманнине, велосипедпа ярăннă чухне çул-йĕр правилисене пăхăнмаллине калани те çителĕклĕ. Вăл е ку хăтланушăн пĕр вĕçĕм айăплани те пысăк усă кÿрес çук. Пĕр-пĕринпе юнашар ларса калаçнине вара чăнахах та нимĕн те çитмест.

Ирина ИЛЬИНА,

опекăпа попечительство органĕн тĕп специалисчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика