07 июля 2017 г.
Ялсенче пултаруллă та тавçăруллă çынсем сахал мар. Пĕрисем ăна, теприсем кăна тума ăста пулсан, виççĕмĕшĕсем вара пĕтĕмпех тума пултараççĕ. Тăрăшсан ÿсĕм те пулать. Акă Мăн Этменти Анатолий Чугуновах илер-ха. Професси енĕпе вăл чăн-чăн тракторист - Етĕрне хулинчи профтехучилищĕре виçĕ çул ăс пухнă. Салтака кайиччен «Гвардеец» колхоз уй-хирне гусеницăллă ДТ-75 тракторпа сухаланă, кайран «Выла» совхозра урапаллă МТЗ-80 «Беларусь» тракторпа чупнă. Шанса панă техникăна яланах юсавлă тытнă, хушнă ĕçе вăхăтра пурнăçланăшăн хуçалăха ертсе пыракансем ăна тивĕçлипех хакланă: Хисеп хучĕсемпе хаклă парнесем парса хавхалантарнă, халăх тĕрĕслев группин членĕ те пулма çирĕплетнĕ.
Ял хушшинче те, ĕç коллективĕнче те хăйне йĕркеллĕ тытнăскере пурте ырланă: ял Совет депутачĕ пулма шаннă, кашни суйлаврах комисси председателĕн çумĕ пулнă, ун çинчен районти «Ленин çулĕпе» (халĕ «Пурнăç çулĕпе») тата республикăра тухса тăракан «Советская Чувашия» хаçатсенче статьясем сăн ÿкерчĕкпех пичетленнĕ. Вĕсене кил хуçи ятарлă фотоальбомра упрать. Çемьере вĕсем улттăн - 5 хĕрпе пĕр ывăл - ÿснĕ. Шел, Мурманскра пурăннă 41-ри Людмила йăмăкĕ 2004 çулта çĕре кĕнĕ. Шăп çав çулах 74 çулхи ашшĕ те чире пула пурнăçран уйрăлнă. Калас пулать, çамрăк чухне вăл та Етĕрнери профтехучилище витĕр тухнă: тракторист-шофер правине алла илнĕскер тăван «Гвардеец» колхоз председательне, Порфирий Федоров фронтовика «Победа» çăмăл автомашинăпа илсе çÿ-ренĕ, каярахпа Дт-54 тракторпа уй-хире сухаласа тырпул акнă. Амăшĕ, Нонна Ивановна - Мăн Явăш хĕрĕ пулнăскер, ашшĕнчен ултă çул кĕçĕнрехччĕ. Хит-ре сăн-питлĕ, илĕртÿллĕ кĕлеткеллĕ арăм уй-хир бригадинче ĕçлекелерĕ. Шел, 1979 çулта 43 çулхи хĕрарăмăн кун-çулĕ сÿн- чĕ. Çамрăклăхпа салтак тата милици службисене аса илнĕ май, Анатолий Чугунов сержант çапла каласа пачĕ:
- Çар служби манăн Украинăра, Полтава облаçĕнчи Пирятин райцентрĕнче 25-мĕш Гварди Чапаев дивизийĕнче иртрĕ. Мана БТР пачĕç, эпĕ - кĕçĕн сержант, отделени командирĕ. Совет Çарĕнчен 1985 çулта киле таврăнсан мана Элĕкри ВЛКСМ райкомĕ сĕннипе Чăваш АССР Шалти ĕçсен министерствинче милиционер пулма шанчĕç, Советсен çуртĕнчи поста ячĕç.
Яла таврăнсан Анатолий Чугунов кÿршĕри Туçи хĕрне тĕл пулать, унпа час-часах çыхăну тытма тытăнать. Хăйĕнчен ултă çул кĕçĕнрех Зинаида Мокина çемьери вунă ачаран - улттăмĕшĕ. Шĕмшеш вăтам шкулĕ хыççăн вăл Шупашкарти «Паха тĕрĕ» çĕвĕ фабрикинче 5 çул ĕçлеме ĕлкĕрнĕ иккен. Хитре те кăмăллă хĕре каччă чунтанах юратать. Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕнче хăй килне илсе пырать.
Унтанпа вăтăр икĕ çул та иртсе кайрĕ ĕнтĕ. Çак вăхăтра Зинаида Васильевнăпа Анатолий Федорович Чугуновсем икĕ ывăл çуратса ÿстерчĕç, çĕнĕ кирпĕч çурт çĕклерĕç. Выла юхан шывĕн сулахай енĕпе тăсăлакан вăрăм урам вĕçĕнчех вырнаçнă икĕ хутлă пÿрт аякранах илемлĕн курăнса ларать, чаплă кермен тейĕн, хуларинчен пĕрре те кая мар. Шалта - виç-тăват пÿлĕм, кухня, мунча тата ытти те. Çак ырлăх-пурлăх пĕрле тăрăшмасăр пулман, паллах. Пĕтĕм ĕçе йĕркелесе вырнаçтараканни - кил хуçи арçынĕ. Унăн аллисем тем тума та пĕлеççĕ. Вăл тракторист çеç мар, строитель-каменщик та, столяр-плотник та, сварщик- электрик та, печник-кровельщик та. Мăшăрĕ вара ăна тутлă апат-çимĕçпе сăйлать, выльăх- чĕрлĕх те пăхать. Унччен ялти пекарьнăра тăхăр çул тимленĕ хĕрарăм юлашки çич-сакăр çул Сергей Волков хресчен-фермер хуçалăхĕнчи Мăн Ямашăн производство базинче вăй хурать. Маттур хĕрарăма амăшĕ кăçал çут тĕнчерен уйрăлни вара хытах хурлантарнă.
Çулĕсемпе çамрăк мар ĕнтĕ Анатолий Федорович, август уйăхĕнче 60 çул тултарать: кăвакарнă çÿçĕ сайралнă, пичĕ пĕркеленнĕ пулин те кĕлетки-çурăмĕ тÿрех-ха. Калаçма, шÿтлеме те хавас вăл. Пĕр-пĕр ĕçе тытăнас умĕн арăмĕпе тата Мускавра ĕçлесе пурăнакан икĕ ывăлĕпе канашласа илеççĕ. Ывăлĕсем те ĕçшĕн хыпкаланаççĕ, тен çавăнпах авланма та васкамаççĕ. Çумра савнă мăшăр, юратнă ачасем пулсан тата мĕнех кирлĕ-ши;
Геннадий САВЕЛЬЕВ, журналист.