11 июля 2017 г.
Пурăнмалли кил-çуртшăн тата коммуналлă тÿлевсене саплаштармалли субсиди пĕчĕк тупăшлă, коммуналлă ыйтусене татса пама йывăр çемьесене пулăшакан мел шутланать.
Кăçалхи июнь уйăхĕнче районти социаллă хÿтлĕх пайне пурăнмалли кил-çуртшăн тата коммуналлă пулăшу илме 63 çемье пынă. Вĕсенчен 51 çемьене 27,3 пин тенкĕлĕх субсиди уйăрнă. Пĕр çемьене тÿлемелли субсидин вăтам виçи 535,3 тенкĕпе танлашнă.
Субсидие нумай хваттерлĕ çуртра тата уйрăм пÿртре пурăнакансене те параççĕ. Анчах та тупăша кура кашни çемьене субсиди виçине расна шутлаççĕ.