АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çамрăксемпе власть - пĕр шухăшлă тата тĕллевлĕ

11 июля 2017 г.

Çамрăксемпе власть - пĕр шухăшлă тата тĕллевлĕ

Элĕк районĕнче пуçаруллă та хастар çамрăксем сахал мар-ха. Вĕсенче вăй-хал тапса кăна тăрать тейĕн. Ĕçрен хăраман çамрăксене вара власть органĕсенче ларакансем те яланах пулăшма хатĕр. Район аталанăвне сахал мар тÿпе хывакан яшсемпе хĕрсем мĕнпур тытăмра тăрăшни уйрăмах савăнтарать.

Июлĕн 7-мĕшĕнче районта Çамрăксен кунне паллă турĕç. Çавăнпа тĕрлĕ ĕçре пуçарулăхпа палăракан, ял шăпишĕн пăшăрханакан чи хастар çамрăксем Элĕкри тĕп библиотекăн вулав залне пухăнчĕç. Вĕсемпе район пуçлăхĕ Владислав Волков, район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Куликов тата район администрацийĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ - вĕренÿпе çамрăксен политикин, спорт пайĕн начальникĕ Петр Павлов куçа-куçăн калаçрĕç, уяв ячĕпе саламларĕç. Ертÿçĕсемпе тĕл пулнă май сÿтсе явмалли ыйтусем сахал мар пулчĕç-ха çамрăксен.

Каччăсемпе хĕрсенчен чылайăшĕ пурнăçне тăван кĕтеспех çыхăнтарнă, нумайăшĕ çемье çавăрма та ĕлкĕрнĕ. Вырăнта ĕç çукки, шалу пĕчĕкрех пулни пăшăрхану çуратать.

- Ку ыйту паянхи куншăн çĕнĕлĕх мар ĕнтĕ. Ĕç вырăнĕсем çук тетпĕр, хăшĕ-пĕри вара аякри хуласене те ĕçлеме кайса килет. Çав вăхăтрах хамăр ял хуçалăх предприятийĕсенче механизаторсемпе водительсем çитменнипе техника ĕçсĕр ларать. Ку чухне, тен, пысăк укçа шыраса аякка илĕниччен тăван тăрăхра тар тăкса ĕçлесен аван. Килте ларнипех ăçта пысăк укçа тÿллеççĕ-ши; - çамрăксен ыйтăвне хуравланă май палăртрĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Куликов. Йывăрлăхсенчен хăраманнисене хăйсен ĕçне, фермер хуçалăхĕсене йĕркелеме сĕнчĕ. Хастар çамрăксем грантсем те çĕнсе илме пултарнине асăнчĕ.

Çамрăк çемьесемпе специалистсем вара яланах хисепре пулнă районта. Çурт-йĕр çавăрма çулсеренех патшалăх пулăшăвĕ параççĕ.

Уяв мероприятийĕ малалла Совет Союзĕн Геройĕ М.Е.Ефимов ячĕллĕ лапамра иртрĕ.

- Çамрăклăх этем пурнăçĕнчи чи савăк тапхăр. Çав вăхăтрах çĕнни патне ăнтăлмалли, пурнăçри тĕп тĕллевсене палăртса пурнăçа кĕртмелли вăхăт та. Шăп та шай çамрăксенче çĕршыв тĕреклĕхĕпе аталанăвĕ, аслă ăрурисен шăпи. Пирĕн Элĕк районĕнче вара чи пултаруллă та хастар çамрăксем пурăннине çирĕплетсех калатăп. Çавăнпа та малашне те сире ĕçре, вĕренÿре ăнăçу, харсăрлăх, сывлăхпа юрату сунатăп, - терĕ район пуçлăхĕ Владислав Волков яшсемпе хĕрсене саламланă май.

Александр Куликов чи хастар çамрăксене район администрацийĕн пĕр хутчен паракан стипендийĕн свидетельствисене пачĕ. Кăçал ăна Тавăтри вăтам шкулта технологи урокне ертсе пыракан Надежда Соколова, район администрацийĕн информаципе тивĕçтерекен секторăн ертсе пыракан специалист-эксперчĕ Виктория Михайлова, Ехремкасси ял тăрăхĕн администрацийĕн ертсе пыракан специалист-эксперчĕ Петр Ефремов, Вутланти фельдшерпа акушер пункчĕн заведующийĕ Татьяна Ефремова, васкавлă пулăшу уйрăмĕн фельдшерĕ Алиса Ефимова, Изванка ял клубĕн заведующийĕ Максим Петров, Чăваш Сурăм ял тăрăхĕн администрацийĕн специалисчĕ Оксана Филиппова, Тенири тата Ураскилтри çамрăксен Канашĕсен членĕсем Артемий Яковлевпа Сергей Осипов, О. Михайлов хресчен-фермер хуçалăхĕн механизаторĕ Алексей Михайлов, хресчен-фермер хуçалăхĕн ертÿçи Федор Захаров тивĕçрĕç.

Çамрăксене уяв ячĕпе Элĕкри культура керменĕн артисчĕсемпе тата ытти юрă-ташă ăстисем саламларĕç.

Эльвира КУЗЬМИНА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика