14 июля 2017 г.
Июлĕн 12-мĕшĕнче çулсерен Петрпа Павел çветтуй апостолсен уявне паллă тăваççĕ. Питрав кунĕ валли хресченсем кил-çурта, тавралăха тирпейленĕ, уй-хирти тĕрлĕ чечекрен пуç кăшăлĕ, чечек çыххи тунă. Çак кун виçĕ çăлкуç шывĕпе çăвăнсан çын вăйлă тата сывлăхлă пулать имĕш. Çавăнпа та çитĕнсе пыракан ăрăва çак йăла-йĕркепе паллаштарма тата вĕсене ĕлĕкхи культурăпа интереслентерсе яма тăрăшмалла.
Элĕкри этнопаркра асăннă чиркÿ праçникĕнче ачасем сăн ÿкерĕннĕ. Сăн ÿкерĕннине «Питрав кунĕ» ят панă. Вĕсем авалхи ĕç хатĕрĕсемпе усă курма хăнăхнă. Ĕлĕкхи чăн-чăн чăваш хĕрĕ пек туйрĕç тейĕн хăйсене. Ачасем ĕлĕкхи культурăна сума суни, юратни палăрмаллах сисĕннĕ.