АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Вăхăтра пуçтарса кĕртĕпĕр»

14 июля 2017 г.

«Вăхăтра пуçтарса кĕртĕпĕр»

«Авангард» ял хуçалăх предприятийĕн ертÿçине С.Петрова шăп та шай машинăпа трактор паркĕнчен тухса кайнă чухне тытса чартăмăр. Сергей Иванович нумай çул ÿсекен курăксене çулакан уя васкатчĕ.

- Курăка çулакан пĕр техника валли саппас пайсем кирлĕ терĕç. Çавна çитерсе памалла, - сăлтавне палăртса каçару ыйтсах пирĕнтен уйрăлчĕ ертÿçĕ. Ăнланмалла, хĕрÿ ĕççи тапхăрĕнче, уйрăмах уяр çанталăкра, кашни минут хаклă. Эпир те унран юлмастпăр, ĕç-пуçпа паллашмалла уя каятпăр. Техника патĕнче механизатор, механик тивĕçĕсене пурнăçлакан Петр Петров чăхăмлакан саппас пайсене улăштарассипе тимлеççĕ. Ку чухне çулнă курăка турттаракан водительсем те пулăшма хатĕр. Кăштахран чăннипех техника пĕр тикĕссĕн ĕçлесе кайрĕ.

- Паян ĕçе чарса тăракан, сенаж хатĕрлеме ура хуракан пысăк чăрмавсемех çук. Çумăр вăраха кайни ĕçе тытса тăчĕ. Тĕрĕссипе, иртнĕ кунсенчех çынсем те, техника та ĕçе хатĕрччĕ. Хăш-пĕр чухне пысăках мар кăлтăксем тупăнкалаççĕ, вĕсене арçынсем хăйсемех вăраха тăсса ямасăрах сиреççĕ, - ĕç-пуçпа паллаштарать Сергей Иванович Петров.

Халĕ техника пĕлтĕр акса хăварнă нумай çул ÿсекен курăксен лаптăкĕнче ĕçлет. Курăка Эдуард Архипов МТЗ-82 «хурçă утпа» КСД-2 агрегатпа çулать. Алексей Еремеева та çакăн йышши техника шанса панă. Çĕр çĕнĕ пулнăран тата çумăр тăтăшах çуса тăнăран асăннă лаптăк çинче курăк лайăх ÿснĕ, темĕн çÿллĕшех ларать, массă та япăх мар тухать. Çавăнпа та ытти çулсенчи пекех сенажа 3 яма хатĕрлеме палăртаççĕ Карачурасемпе Кăканарсем.

- Пĕтĕмпе 300 ытла гектар çинчен нумай çул ÿсекен курăксене çулса илмелле. Симĕс массăна ямăна Владимир Семенов, Анатолий Михайлов, Николай Романов водительсем турттараççĕ. Таптаса пусăрăнтараканни - Михаил Моисеев. Тÿрĕ кăмăлпах ĕçлеççĕ-ха вĕсем, - калаçăва тăснă май ĕçченсене мухтаса та илет ертÿçĕ.

Ĕç хăвăртлăхне вара ăна пĕлсе йĕркелени те ÿстерет. «Авангард» хуçалăхра сенаж хатĕрлес ĕçе хутшăнакан мĕнпур ĕçчене вĕри апатпа тÿлевсĕрех апатлантараççĕ. Кунне икĕ хутчен - кăнтăрла тата каçхине - çитереççĕ. Тутлă та техĕмлĕ апат пĕçерессишĕн вара Надежда Иванова повар яваплă.

Ĕç кал-кал пынипе пĕрлех çав-çавах ял хуçалăх предприяти- йĕн ертÿçине пăшăрхантараканни те пур-ха. Водитель-механизатор çитменни ĕçе пĕтĕм вăйпа йĕркелесе яма ура хурать. Сăмах май, çак тапхăрта «Авангард» хуçалăхра ахаль те аякран килнĕ икĕ водитель ĕçлеççĕ.

- Ку тăрăхра пурăнакан тĕрлĕ çулсенчи арçынсене ĕçлеме килме ыйтрăм, хаçат урлă та пĕлтерÿ патăмăр. Ĕçлеме килес шутлисем пулкаларĕç-ха. Хăшĕ-пĕрипе куçа-куçăн та тĕл пулса калаçрăм. Вăйăн-шайăн ĕçлекенсене явăçтарни нимĕн усси те кÿрес çук. Çавăнпа та вĕсемпе ĕç килĕшĕвĕ çырман. Теприсем, килти утта пĕтерсен ĕçе тухма хатĕррине палăртрĕç. Вĕсене кĕтсе хуçалăхри ĕçе хăçан тумалла; Пирĕн те вăхăт кĕтмест-çке, - чун ыратăвне палăртать С.Петров.

Сенаж янтăланипе пĕрлех утă хатĕрлессине те тĕпе хураççĕ кунта. 90 гектар çинчи курăка çулса утă тума пăхса хăварнă. Хальлĕхе 40 гектар çинче çак ĕçе пурнăçланă. Çумăр вăраха кайнине пула çулса хунă пĕр лаптăк çинчи утă япăхнине те пытармасть вăл. Çанталăк лайăх тăрсан палăртнă пекех обществăлла выльăха валли апат çителĕклех хатĕрлесе çитерес шанчăк пуррине пытармасть Сергей Иванович.

Эльвира КУЗЬМИНА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика