18 июля 2017 г.
Пĕтĕмпе районта нумай çул ÿсекен курăксене 2008 гектар çулнă. Планпа пăхнинчен 84 процент. Хальлĕхе 1244 тонна утă, 3000 тонна сенаж, 1900 тонна силос хатĕрленĕ. Хĕл каçма выльăх апачĕ хатĕрлес енĕпе районта «Новый путь» хуçалăх малта пырать. Унта нумай çул ÿсекен курăксене 500 гектар çинче çулса илнĕ, 75 тонна утă, 600 тонна силос тата 3000 тонна сенаж хывнă. «Авангард» хуçалăхра та хĕрÿ ĕç пырать. Кунта 75 тонна утă, 450 тонна силос янтăланă. Ульянов ячĕллĕ хуçалăхра паянхи куна ешĕл курăка 155 гектар çинче çулнă, 74 тонна утă кĕртнĕ, 450 тонна силос траншейăна тултарнă. Симĕс ĕççи пынипе пĕрлех хуçалăхсем кĕрхи тĕш тырă культурисене акмалли çĕрсене хатĕрлессипе те тимлеççĕ. Хальлĕхе 720 гектар лаптăка сухаласа хăварнă. Ĕçсем малалла пыраççĕ.