АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тенисем ял уявĕнче савăнчĕç

18 июля 2017 г.

Тенисем ял уявĕнче савăнчĕç

Иртнĕ вырсарникун Тени тăрăхĕнче пурăнакансем ял уявне паллă турĕç. Мероприятие савăнăçлă лару-тăрура Тени культура çурчĕн заведующийĕ Венера Львова уçрĕ. Тени ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Людмила Васильева ял-йыша саламларĕ. Çавăн пекех район администрацийĕн ĕçĕсен управляющийĕ Зиновий Федоров ял çыннисене саламланă май ку тăрăхра ĕçчен, тăван яла юратакан, ялшăн кăна мар, районшăн, республикăшăн тăрăшакан çынсем пурăннине палăртрĕ. Элĕкри райпо представителĕ Алина Архипова, районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Светлана Герасимова, Тени ял тăрăхĕн депутачĕ Геннадий Соколов та вĕсен саламĕсем çумне хутшăнчĕç. Потребкоопераци аталанăвне пысăк тÿпе хывнисене, ял пурнăçне хастар хутшăнакансене Хисеп хучĕсемпе тата парнесемпе чысларĕç. Уяв вырăнти пултарулăх коллективĕн концерчĕпе вĕçленчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика