АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çулсене юсаса тикĕслеççĕ

18 июля 2017 г.

Çулсене юсаса тикĕслеççĕ

Паян ялсен аталанăвĕнче пахалăхлă çул-йĕр пысăк вырăн йышăнать. Ыт ахальтен мар çулсене юн çÿретекен тытăмпа танлаштараççĕ. Шăп та шай вĕсем ĕнтĕ пысăк ялсемпе пĕчĕккисене çыхăнтараççĕ.

Юлашки çулсенче районта автомобиль çулĕсене, нумай хваттерлĕ çуртсем умĕнчи территорисене йĕркене кĕртес тĕлĕшпе сахал мар ĕç туса ирттернĕ. Апла пулин те ку тĕлĕшпе ĕçсем вĕçленмен-ха.

Элĕкри «Алиководорстрой» организаци ĕçченĕсен те ыттисем пекех çу кунĕсенче канлĕх çук. Асăннă обществăн пĕр ушкăнĕ Чăваш Сурăм тăрăхĕнчи Мăн Шĕвĕшре ĕçлет пулсан, тепĕр ушкăнĕ Крымсарайкка ял тăрăхĕнче çул тăвать.

Кунта пурăнакансен ял тăрăхне çуркунне-кĕркунне автотранспортпа çитме питех те чăрмавлă пулнă. Ял варрипе тÿртен çул çукки те пăшăрхану çуратнă çынсем хушшинче. Çак ыйтусене татса парас тĕлĕшпе Крымсарайккăри тĕп урамран ял тăрăхĕн çурчĕ патне автотранспортпах каçма çул тума палăртнă та вырăнти хăй тытăмлăх органĕ. Иртнĕ эрнере çĕрĕн çиелти сийне хырса тасатнă, хăйăр сарнă. Ĕнер вара вак чул туртарассипе, ăна тĕксе якатассипе ĕçлетчĕ тĕрлĕ техника.

- Çав тери пысăк объектах пулманран çынсем йышлă мар кунта. Валериан Андреев, акă, ДТ-75 бульдозерпа хăйăр, вак чул тĕксе тикĕслессишĕн яваплă. Олег Терентьев, Герман Озеров тата Федор Парамонов КамАЗсемпе паянхи куна вак чул турттараççĕ. Ăна Çĕнĕ Шупашкартан кÿрсе килеççĕ, - ĕç-хĕлпе паллаштарать мастер тивĕçĕсене пурнăçлакан Николай Ефремов.

Çул-йĕр ĕçĕнче погрузчик пысăк вырăн йышăннине те асăнмасăр иртеймĕн. Амкодор погрузчикпа пысăк опытлă Виталий Никоноров ĕçлет. Дина Владимирова рабочи техникăпа пурнăçлама йывăр лаптăксене кĕреçепе тикĕслет. Ку чухне çакна палăртмалла, çул-йĕр строительствин ĕçченĕсем пĕр-пĕрне ăнланса тăрăшаççĕ. Сăмахран, рабочисем палăртнă ĕçе пурнăçласа ĕлкĕреймеççĕ пулсан, ку чухне механизатор та, водительпе мастер та алла ĕç хатĕрĕ тытаççĕ.

Палăртрăм ĕнтĕ, çул-йĕр строительствин ăстисемшĕн çанталăк лайăх пулни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Вăхăта тăсмасăр пĕр объектра ĕçе вĕçлеççĕ те хыççăнах палăртнă тепĕр çĕре васкаççĕ. Иртнĕ кунсенче, «Алиководорстрой» общество ĕçченĕ-сем Кĕçĕн Тăван - Илленушкăнь автоçула тума пуçланă. Унччен маларах Тавăт - Шураç 1200 метр автоçула сарнă.

Çав вăхăтрах çул хĕррисенчи курăка çулассине те куçран вĕçертмелле мар. «Алиководорстрой» обществăн генеральнăй директорĕ Виталий Степанов палăртнă тăрăх, вĕсем çинче шутланакан çулсем хĕрринчи курăка çулас ĕçе иртнĕ кунсенчех вĕçленĕ. Ертÿçĕпе калаçнă май кунта та кадрсен ыйтăвĕ çивĕч пулнине ăнлантăм. Асăннă обществăра ытларах аслăрах çулсенчисем вăй хураççĕ, çамрăксем питех килесшĕн мар-мĕн. Те ĕçĕ йывăр пулни, те хамăр кахаланни ура хурать; Калама хĕн. Анчах та хăш-пĕр чухне çу кунĕсенче каçхи тăхăр сехетченех ĕçлеме тивнине пытармаççĕ ĕçченсем. Апла пулин те халĕ кунта вăй хуракансенчен пĕри те хăйсен ĕçĕпе кăмăлсăр пулнине палăртмасть, çынсемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕç тунипе мăнаçланать çеç.

Эльвира КУЗЬМИНА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика