18 июля 2017 г.
Чăваш Республикинче «Халăх инвентаризацийĕ» акци малалла иртет. Унта общество та хутшăнать. Унăн тĕп тĕллевĕ - усă курма пăрахнă, кивĕ тата авариллĕ куçман пурлăх объекчĕсене тупса палăртасси.
Çак акцие йĕркелекенсем ахаль ларакан çуртсене, усă курман сооруженисене, дача пÿрчĕсене тата ытти хуралтăсене тупса палăртассипе тимлеççĕ. Пушă ларакан объектсене шыраса тупассине кăна мар, хăйсен харпăр хăй пурлăхне кирлĕ шайра тытса усă курман хуçисене те куçран вĕçертмеççĕ. Вĕсене тивĕçлипе тытмалли пирки асăрхаттараççĕ.
Кăçалхи июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне «Халăх инвентаризацийĕ» акци вăхăтĕнче районта усă курман хуралтăсен шутне 27 объекта кĕртнĕ. Вăл шутран 74 проценчĕн хуçи çукки палăрнă. Халĕ вĕсене Росреестр учетне тăратаççĕ, харпăрлăха куçармалли мероприятисем ирттереççĕ. Ытти хуралтăсене аркатса йĕркене кĕртме палăртнă. Вĕсем вара 26 процент.
Хальхи вăхăтра 10 объекта (37 процент) харпăрлăха куçарса Федераци службин патшалăх регистрацийĕн, кадастр тата картографи н Чăваш Республикин Управленийĕнче регистрациленĕ. Тепĕр 10 (37 процент) объект хуçасăр тесе учета илнĕ, 7 (26 процент) объекта пăснă. Паянхи кун регистрацире тăракан куçман пурлăх объекчĕсене хуçалăх çаврăнăшне кĕртессипе тата муниципалитет харпăрлăхне куçарассипе ĕçсем пыраççĕ.
А.Мулюкова,
район администрацийĕн çĕрпе пурлăх хутшăнăвĕсен
пайĕн тĕп специалист-эксперчĕ.