АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хĕлле ĕне выльăх выçă пулмĕ

18 июля 2017 г.

Хĕлле ĕне выльăх выçă пулмĕ

Районти ял хуçалăх предприятийĕсенче ир те, каç та хĕрÿ ĕççи пырать - силос-сенаж хываççĕ, утă хатĕрлеççĕ. Обществăлла выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес ĕçре апат çителĕклĕ хатĕрлени уйрăмах пысăк вырăн йышăнать-çке. Мĕн чухлĕ силос-сенаж янтăлани, вăл мĕнле пахалăхлă пулни пĕтмĕшле хуçалăх мĕнле пахалăхлă сĕт суса илесси çине витĕм кÿрет.

Иртнĕ кунсенче Мăн Вылă тăрăхĕнчи Ульянов ячĕллĕ ял хуçалăх предприятийĕнче пулса курма тÿр килчĕ. Кунта та ĕне выльăх валли апат хатĕрлессипе ĕç вĕресе çеç тăратчĕ. Мăнвылăсем 700 тонна симĕс масса ямăна хума ĕлкĕрнĕ те. Ĕнер тепĕр яма тултарассипе ĕç пуçланă. Çак ĕçе хутшăнакан мĕнпур ĕçчен яваплăха туйса тăрăшать, çавăнпа та пĕр минута та усăсăр çухатасшăн мар. «Лайăх ÿснĕ курăка технологие пăхăнса çулсан тата таптаса пусăрăнтарсан çеç выльăх-чĕрлĕхшĕн пахалăхлă апат пуласса шанма пулать», - палăртать хăйĕн шухăшне нумай çул ÿсекен курăка çулакан Эдуард Андачков. Сăмах май, çулсеренех çак ĕçе вăл пурнăçлать. Кăçалхи ĕççи валли Ульянов ячĕллĕ хуçалăх нумай çул ÿсекен курăка çулма «Рось-2» ротăрлă çĕнĕ комбайăн туяннă. Опытлă механизатор ĕçе çав тери тĕплĕ, çухатусăр пурнăçлама тăрăшать. Симĕс масса пĕрин хыççăн тепĕр трактор-машина кузовне тулать. Ăна турттарассипе вара кăçал çураки вăхăтĕнче кÿршĕллĕ Хĕрлĕ Чутай ра-йонĕнчи Чурпай ялĕнчен килнĕ Федор Петров Т-150 тракторпа ĕçлет. Çавăн пекех Станислав Порфирьев МТЗ-82 «Хурçă утпа», Виталий Кондратьев ГАЗ-53 машинăпа тимлеççĕ. Вĕсем яра куна палăртнă нормăна ытлашшипех тултараççĕ.

Тутлă шăршăллă, паха силоса ямăра пĕр тикĕссĕн тултарса пырса таптаççĕ. Ку ĕçре ДТ-75 тракторпа ĕçлекен Олег Ивановăн тÿпи пысăк. «Лайăх пусăрăнтарман масса хăйĕн пахалăхне çухатма пултарать», - пĕлтерет вăл. Çавăнпа ĕçе вăйăн-шайăн пурнăçлани пурин ĕçне те харама яма пултарнине палăртать.

Ульянов ячĕллĕ хуçалăхăн механизаторсен тепĕр ушкăнне вара утă хатĕрлес ĕçе çирĕплетнĕ. Светлана Александровна Порфирьева председатель палăртнă тăрăх, ку енĕпе тăрăшакан ĕçченсем те шанчăклăхпа палăраççĕ. Нумай çул ÿснĕ курăка çулассине Валерий Владимирова шаннă. Кушăхнă курăка вара Александр Курцов ятарлă агрегатпа тавăрать. Типнĕ утта çийĕнчех Юрий Михайлов рулонлать. Пресланă тутлăхлă апата турттарассине те лайăх йĕркеленĕ хуçалăхра. «Механизаторсем ĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланине кура выльăх апатне çителĕклĕ тата вăхăтрах хатĕрлесе пĕтерессе иккĕленместĕп», - хăйĕн шухăшне пĕлтерет ертÿçĕ. Силос, утă янтăланипе пĕрлех кунран-кун çывхарса килекен вырма пирки шутлама тивнине те пытармасть вăл. Черетлĕ хĕрÿ ĕççине хатĕрленсе тырă хумалли кĕлетсене çуса тасатнă.

Эльвира КУЗЬМИНА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика