АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мотоблок ĕçре кăна пулăшуçă

01 августа 2017 г.

Юлашки çулсенче мотоблок йышĕ палăрмаллах ÿсрĕ. Çавна май çул çинчи хăрушлăх та çивĕчленчĕ.

Чи анлă сарăлнă мотоблокăн пайĕ вăл - йывăр тиевлĕ урапа. Çавăнпа та мотоблок çинче тиев пулсан аякри çул çине тухмалла мар. Унпа килти хуçалăхра кăна усă курмалла.

Çакна асра тытмалла: Раççей законодательстви тăрăх, урапа çаклатнă мотоблокăн пĕтĕмĕшле усă курмалли çулсем çинче çÿреме юрамасть. Вăрăмах мар çулсене кăна тиевпе тухма юрать. Çул-йĕр правилин 2.1.1. пункчĕ механикăллă транспорт водителĕн пĕрле документсем пулмалли çинчен калать. Вăл шутра çав транспортăн регистраци докуменчĕсем, страховани полисĕ кирлĕ. Тĕп положенисен 11 пунктĕнче техника тĕрĕслевĕ витĕр тухман транспортпа çула тухма юраманни çинчен те каланă. Çул-йĕр правилисен 1.2 пункчĕпе килĕшÿллĕн, мотоблок механикăллă транспорт шутне кĕмест. Енчен те çул çинче йĕркене пăснă пулсан (тĕслĕхрен, тăкăрлăкра каçнă чух, пĕр-пĕрин хыççăн вырнаçнă чух) мотоблок водительне Раççей Федерацийĕн 12.29 статйин 2 е 3 пункчĕпе килĕшÿллĕн административлă явап тыттараççĕ. 2015 çулта Чăваш Енре мототранспорт хутшăннипе пулнă 111 аварие регистрациленĕ. Вĕсенче пурĕ 8 çын пурнăçĕ татăлнă, 140 çын аманнă. Асăннă аварисенчен 5-шĕ мотоблок хутшăннипе пулнă. Телее, вĕсенче çын вилнĕ тĕслĕхсем пулман, 8-ăн аманнă. Çаксем пурте каçхине пулса иртнĕ. Çав шутран 1 авари федераци пĕлтерĕшлĕ автоçул çинче, 4-шĕ республика пĕлтерĕшлĕ çул çинче пулнă. 2 авари мотоблок водителĕсем ÿсĕр пулнипе сиксе тухнă.

2016 çулта мототранспорт хутшăннипе пулнă аварисен шучĕ 23,4 процент чухлĕ чакнă пулин те, мотоблок айăпĕ- пе пулнă çул-йĕр çинчи инкексен хисепĕ 160 процентпа танлашнă. Вĕсенче 5 çын вилнĕ, 22-шĕ аманнă. Пĕлтĕр 3 çыннăн пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă тата 12-ĕн аманнă. Велосипед тата мототранспорт хутшăннипе пулнă 85 аварирен 25-шĕ асăннă транспорт хуçисем ÿсĕр пулнипе çыхăннă. Вĕсенче 2 çын вилнĕ, 27 çын суранланнă.

Кăçал çулталăк пуçланнăранпа велосипед тата мототранспорт хутшăннипе пулнă 7 аварие регистрациленĕ. Унта виçĕ çыннăн пурнăçĕ татăлнă, 6-шĕ аманнă. Вĕсенчен 4 инкекĕ велосипедистсем çине кĕрсе кайнипе пулнă, унта пĕр çын вилмеллех аманнă. Елчĕк районĕнче мотоблок айăпĕпе пулнă пĕр инкеке шута илнĕ. Телее, пирĕн районта кăçал мотоблокпа çыхăннă аварисем пулман, асăннă техникăн водителĕсем ÿсĕр пулнине те регистрацилемен.

Çакна та палăртмалла, çул-йĕр çинче мотоблоксен айăпĕпе пулнă инкексен шучĕ апрель-ноябрь уйăхĕсенче палăрать. Анчах та май тата сентябрь-октябрь уйăхĕсенче çак транспорта ытларах çулсем çинче курма пулать. 2015 çулта аварисен шучĕ октябрь уйăхĕнче, иртнĕ çул сентябрьте нумайрах пулнă.  

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика