АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачасене кĕтсе илме хатĕр

04 августа 2017 г.

Умра - çĕнĕ вĕренÿ çулĕ. Районти вĕренÿ учрежденийĕсем ачасене илемлĕ классене кĕтсе илме хатĕр- ленеççĕ. Иртнĕ кунсенче тĕрĕслев комиссийĕ Элĕкри «Хĕвел» ача садне, Питĕшкасси тата Чăваш Сурăм вăтам шкулĕсене, Йăлкăшри пуçламăш тата Элĕкри ача-пăча ÿнер шкулĕсене, Вутлан, Карачура, Юнтапа,Тени вĕрĕнÿ учрежденийĕсене, Ехремкассинчи шкул çулне çитменнисен ушкăнне çитсе курнă. Ĕнер вара комисси Тавăтри «Пучах», Элĕкри «Çăлкуç» ача сачĕ- сенче, Тавăт, Мăн Ямаш тата Ураскилт шкулĕсенче пулнă. Кашни шкултах классене, коридорсене, спортзалсене юсанă, стенасемпе урай-маччана сăрланă. Йăлкăш шкулне кĕмелли вырăнта перилăсем вырнаçтарнă, шкул çулне çитменнисен ушкăнĕн пÿлĕмĕнче те юсав ĕçĕсем ирттернĕ. «Хĕвел» ача садĕнче аслă ушкăнри вăйă пÿлĕмĕнче, пĕрремĕш хутри коридорта, туалетсемпе çăвăнмалли пÿлĕмсенче юсав ĕçĕсем ирттернĕ, икĕ пластик алăк улăштарнă.

Асăннă вĕренÿ учрежденийĕсенче пушар сÿнтеркĕчĕсене вырнаçтарнă, пушар сигнализацийĕ, Альтоника тытăмĕ пур. Шкул территорийĕсенчи тирпейлĕхпе илемлĕх çине те пысăк тимлĕх уйăрнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика