АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Туслă йышпа ĕç те ăнать

04 августа 2017 г.

Туслă йышпа ĕç те ăнать

Элĕк район хаçачĕн пĕрремĕш номерĕ тухнăранпа паян шăпах 85 çул çитрĕ. Хаçат кун çути курнине манăн хăйне евĕрлĕ асамлăх тесе калас килет. Кунта журналистсен, пĕтĕм редакци коллективĕн тĕлĕнмелле пысăк ĕçĕ курăнать: ĕçе кал-кал йĕркелени, задание хăвăрт пурнăçлани, çĕрĕпе чăлкăм куç хупмасăр черетлĕ номер валли материал хатĕрлени, яланхи пекех вăхăт çитменни, шухăша шырани, фантазие ирĕке яни... Çакă пĕтĕмпех хаçат кăларас ĕçпе çыхăннă.

Хальхинче хамăн сăмахăмра хаçат историйĕ çинче чарăнса тăрас теместĕп. Вулакан асăрхарĕ пулĕ, «Район хаçачĕ – 85 çулта» рубрикăра пичетленнĕ материалсенче аслă юлташăмăрсем – обществăлла коррес- пондентсем пулăшнипе редакципе типографи кун-çулĕнчи чи пĕлтерĕшлĕ тапхăрсене аса илтĕмĕр, паянхи номерте те хăвăра интереслине чылай тупасса шанатпăр.

Кулленхи çăмăлах мар лару-тăрура район хаçачĕ мĕнлерех пурăнать-ха; Интернет хĕссе кăларас хăрушлăх çук-и; Нимех те калаймăн, пăшăрхантараканни тата татса памалли ыйтусем пур-ха, анчах 85 çул каялла никĕсленнĕ хаçат паян хăйĕн вулаканне тупать, чылай çемьене тус-юлташ пулса кĕрет. Çакă пире, хаçатçăсене, хавхалантарса пырать те. Паллах, сакăр теçетке çурă хушшинче хаçатра чылай улшăнусем пулнă. Калăпăшĕ те, ячĕ те, полиграфи тĕлĕшĕнчен хатерлесси те, публикацисен тематики те ... Анчах та вăхăт иртсен те чи кирлĕ ене сыхласа хăварма тăрăшнă. Çакă вăл – хамăрăн çывăх çыннăмăрсем – Элĕк çыннисем çинчен каласа парасси, кулленхи пурнăçа çутатса кăтартасси, çивĕч ыйтусене пĕрлехи вăйпа татса парасси. Хаçат страницисенче район пурнăçĕ çулран-çул çырăнса пырать тесен те йăнăшмăп. Кăçал район йĕркеленнĕренпе 90 çул çитнине паллă тăватпăр, вĕсенчен 85 çулне район хаçачĕ çутатса тăнă.  

Редакци коллективĕ аслă ăрури ĕçтешĕмĕрсен ырă пуçарăвне асра тытса вулакан патне ырă хыпарпа çитме, кашни номере интереслĕрех те пуян содержаниллĕ тума тăрăшать. Çакна валли пирĕн коллективăн ĕç опычĕ те, пултарулăхĕ те çителĕклĕ. 9 çынран тăракан ушкăн кашни кунах, канмалли кунсене пăхмасăрах, кăмăлланă ĕçе кÿлĕнет. Паян - юбилей кунĕнче вĕсем уйрăмах тав сăмахне тивĕç.

Нумай çул вĕренÿ, çемье, право хуралĕн ыйтăвĕсемпе Эльвира Кузьмина редактор ăнăçлă ĕçлесе пырать. Вулакансем вăл хатĕрленĕ «Çемье ăшши» страницăна кăмăлларĕç. Ку ĕç 2015 çулта ЧР информаци политикипе массăллă коммуникацисен министерстви ирттерекен социаллă пĕлтерĕшлĕ проектсен шутне кĕрсе грант çĕнсе илчĕ. Эльвира Кузьмина право темине тăтăшах çутатса нумай вулакана пулăшу парать. Районти полици пайĕпе, прокуратура ĕçченĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлет. Ахальтен мар унăн публикацийĕсене республика шайĕнчи конкурссенче пысăк хак пачĕç. Иртнĕ çул вĕçĕнче журналистсем хушшинче 2016 çулта право çутĕçĕ тата граждансене право информацийĕ парас енĕпе йĕркеленĕ конкурсра призерсен йышĕнче пулчĕ. Нумаях пулмасть «Коррупцие хирĕç кĕрешесси пурин тивĕçĕ те» ĕçпе Чăваш Енри районсемпе хуласен пичет кăларăмĕсем хушшинче çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ. Хаçат юбилейĕ тĕлне тепĕр ырă хыпарпа савăнтарчĕ Эльвира Ивановна. Ĕнер ăна Шупашкарта РФ Следстви Комитечĕн Чăваш Республикинчи Следстви Управленийĕн коллегийĕнче чысларĕç. Э.Кузьмина РФ Следстви комитечĕн ЧР Следстви Управленийĕн ĕçĕ хĕлĕ çинчен общественность шухăшлавĕн объективлăхне йĕркелес тĕллевпе МИХсем хушшинче ирттерекен республика конкурсĕнче 3-мĕш вырăн йышăнчĕ.

Вулакансенчен чылайăшĕ Вера Морозова материалĕсене кăмăллаççĕ. Вера Геннадьевна – чунĕпе лирик. Ахальтен мар ун патне вырăнти сăвăçсем туртăнаççĕ. Хăй те сăвă йĕркисем шăрçалама хирĕç мар, пултарулăх конкурсĕсене хастар хутшăнать. Хаçат страницисенче ытларах пушар тата çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн темисене çутатса парать, инвалидсен пурнăçĕнчи çивĕч ыйтусене хускатать. Ĕçне кура хисепĕ теççĕ халăхра. Нумаях пулмасть Вера Пĕтĕм Раççейри ирĕклĕ пушар обществин грамотине тивĕçрĕ.

Коллективра çамрăксем пулни çĕнĕ варкăш илсе килет. Хăйсем те вĕренеççĕ, ыттисене те туртăнма хистеççĕ. Анжелика Силивестрова корреспондент пирĕн редакцире хăйĕн калемне çивĕчлетме пуçланăранпа нумаях та вăхăт иртмерĕ. Уншăн ял хуçалăх теми çывăх пулчĕ. Çавăн пекех вăл «Тăван ялăм – савнă ял» рубрикăна та тытса пырать.

Журналистсен хатĕр ĕçĕсене тĕп редактор тишкерсе пичетлеме ирĕк парсан материалсемпе ĕçлессин тепĕр тапхăрĕ пуçланать. Вĕсене хаçат страницисенче вулакансемшĕн меллĕ, çав вăхăтрах хитре вырнаçтарассипе Надежда Иванова дизайнер ĕçлет. Информацисене вăхăтра сайта вырнаçтарассишĕн те вăлах яваплă.

Юлашки виçĕ çулта район центрĕнче пурăнакансене альтернативлă мелпе хаçат çырăнтарасси йăлана кĕчĕ. Пурĕ 300-е яхăн вулакан кăмăлларĕ çак меле. Пĕрисем редакцие килсе çĕнĕ номерсене илсе каяççĕ пулсан, теприсене ĕç вырăнĕсене çитерсе параççĕ. Шăпах çакна Светлана Павловăна шанса панă. Унсăр пуçне редакци почтинчи çырусене регистрацилесси те, саламсемпе пĕлтерÿсем йышăнасси те ун çинче. Кашнинпе пĕр чĕлхе тупма, кирлĕ сĕнÿ пама тăрăшать ĕçтешĕмĕр.

Хаçат кăларас ĕçре бухгалтерсăр та май çук. Надежда Корнилова тĕп бухгалтер цифрăсен тĕнчинче пурăнать. Очета вăхăтра ямалла, ĕç укçине куçарса памалла – пĕр сăмахпа каласан, финанс дисциплинине çирĕп алăра тытса пыма пĕлет Надежда Ивановна.

Редакци территорийĕнче хăтлăх кĕртесси çине те тимлĕх уйăратпăр. Килен-çÿрене меллĕ пултăр тесе плитка çул сартăмăр. Çуллахи вăхăтра тĕрлĕ чечек куçа илĕртет. Паллах, çакна коллективпа пĕрле субботниксем йĕркелесе туса пыратпăр. Кашни кун тирпейлесе тăрассине Луиза Владимировăна шанса панă. Вăл вара хăйĕн ĕçне тĕплĕн тума хăнăхнă.

Пÿлĕмре ларнипе кăна ĕç тума май çуккине аванах пĕлетпĕр. Çакна тĕпе хурса журналистсем яланах çула тухаççĕ, тĕрлĕ темăпа материал хатĕр-леççĕ. Ку чухне Владимир Фадеев водительсĕр май çук. Машинăна, вăл вара пирĕн çĕнех мар, рейса тухма хатĕр тытать.

Туслă йышра ĕç те кал-кал пырать, ума тухнă йывăрлăхсене, вĕсем вара сахалах мар, çĕнтерсе пыма та çăмăлрах. Юбилей кунĕнче хамăн ĕçтешсене çирĕп сывлăх сунатăп тата ĕçре киленÿ тупма сунатăп. Паллă журналист, редактор, хальхи вăхăтра РФ çыхăну тата массăллă коммуникацисен министрĕн çумĕ Алексей Волин калани аса килет: «Информацие хитре чĕркеме пĕлекен, ăна тĕрĕслеме тата тишкерме пултаракан, тĕрĕссине шухăшласа кăларнинчен уйăракан, аудитори мĕнпе интересленнине пĕлекен коллектив çеç хăйне редакци тесе калам пултарать». Пирĕн коллективра та çак енсем пулччăр, хамăр ĕçе тивĕçлипе туса пырса вулакансене малашне те савăнтарасчĕ. Уяв ячĕпе пурне те!

Марина ЛЕОНТЬЕВА,

тĕп редактор.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика