08 августа 2017 г.
Хуçалăхсем выльăх апачĕ хатĕрлес ĕçе вĕçлесе пыраççĕ. Паянхи куна «Новый путь» хуçалăхĕ иккĕмĕш хутчен нумай çул ÿсекен курăка çулса та типĕтнĕ ĕнтĕ. «Авангард» хуçалăхра ку енĕпе сенаж-силос хатĕрлесе пĕтернĕпе пĕрех. С.Александров ертсе пыракан хресчен-фермер хуçалăхĕнче те юлашки траншейăна силос тултарас енĕпе тимлеççĕ. Районти мĕнпур хуçалăхах вырмана хатĕрленет. Çавна май комбайнсемпе ытти техникăна уя тивĕçлĕн кăларма палăртаççĕ.
Пахча çимĕç туса илекенсемшĕн те халĕ хĕрÿ тап-хăр пырать. Сăмахран, С.Волков, В.Узянов, Г.Исаев хресчен-фермерсем çĕр улмине, купăстана çум курăк-ран, хурт-кăпшанкăран сыхласа тăраççĕ. Асăнса хă- варар - кăçал Кивуй тăрăхĕнчи С.Волков фермер 40 гектар купăста, 55 гектар çĕр улми лартнă. В. Узянов хресчен-фермерăн 40 гектар лаптăка çĕр улми тата 30 гектара купăста йышăнать. Г.Исаев хуçалăхĕнче çĕр улми лаптăкĕ 25 гектар пулсан, купăста вара 15 гектар.