11 августа 2017 г.
Районти хуçалăхсенче вырма ĕçĕсем пуçланчĕç. Иртнĕ кунсенче вырмана А.Григорьев, Г.Петриков, Ю.Никифоров, С.Волков, С.Петров хресчен-фермер, «Новый путь» хуçалăхсем тата «Алмаз» общество тухнă. Августăн 10-мĕшĕ тĕлне 125 гектар кĕрхи тулла вырнă та ĕнтĕ. Пĕтĕмпе районти хуçалăхсен уй-хирĕнче хальлĕхе 8 комбайн ĕçлет. Кăçал тĕш тырă тата пăрçа йышши культурăсене пурĕ 11177 гектар çинчен пухса кĕртмелле.
Вырмапа пĕрлех хуçалăхсенче кĕр тыррисене акма çĕр хатĕрлес ĕçе те шайлаштарса пыраççĕ. Паянхи куна илсен, 1340 гектар çĕре сухаласа хăварнă.