11 августа 2017 г.
Августăн 8-мĕшĕнче РФ Президенчĕн Атăлçи федераци округĕнчи полномочиллĕ Представителĕ Михаил Бабич Шупашкарта ĕçлĕ çул çÿревпе пулнă. Вăл Атăлçи федераци округĕнчи Совет Союзĕн Геройĕн А.В.Кочетов ячĕллĕ Чăваш кадет корпусĕнче пулса курнă. Мероприятие Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, «Химпром» генеральнăй директорĕ Сергей Науман, РФ Çар-сывлăш Вăйĕсен Инçет тата Çар-транспорт авиацийĕн пайĕн пуçлăхĕ Александр Цылев, ЧР вĕренÿ тата çамрăксен политикин министрĕ Юрий Исаев, асăннă кадет корпусĕн директорĕ Татьяна Казакова хутшăннă.
Çавăн пекех Михаил Викторович Эгер бульварне, кадет корпусĕн çĕнĕ комплексне тăвакан вырăна çитсе курнă. Савăнăçлă лару-тăрура капсула хунă çĕре хутшăннă, кадетсемпе, вĕсен ашшĕ-амăшĕпе тĕл пулса калаçнă, журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă. Çĕнĕ вĕренÿ заведенийĕ çамрăксене кадет енĕпе кăна мар, спортри пултарулăхри ăсталăхсене уçма, пĕр сăмахпа, пур енлĕн аталанма пулăшнине палăртнă вăл.
Михаил Бабич тата Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăри монохуласенчен пĕрне - Канаша та çитсе килнĕ. «Монохуласене комплекслă аталантарас» проектпа килĕшÿллĕн, Канашра тавралăха тирпей-илем кÿртессипе комплекслă проектсем анлăн пурнăçа кĕрсе пыраççĕ. «Тирпейлĕх - илем патне пилĕк утăм тăвас» проект ĕç пуçланнă. Çавăн пекех çак кун Михаил Бабич тата Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Промтрактор-Вагон» предприятине, гемодиалез центрне, «Локомотив» стадиона, Ильич урамĕнчи автомашина çулĕсене пăхса çаврăннă, строительство ĕçĕсен пахалăхне хакланă.
Михаил Игнатьев 2017 çулта Канашăн çул-йĕр строительствин ĕçне пурнăçлама 306,7 млн. уйăрнине асăннă. «Локомотив» стадионра тĕпрен юсав ĕçне йĕркеленĕ, объекта реконструкциленĕ. 2018-2020 çулсенче стадионра çăмăл атлетикăна аталантарма ятарлă çулсем хатĕрлеме тĕллев лартнă. Муниципалитетра тепĕр социаллă пĕлтерĕшлĕ пысăк объект хута кайнă - диалез центрĕ. Инвестор çак объектăн строительство ĕçне 57 млн. тăкакланă.
Канашра транспортпа энергетика техникумĕнче Раççей Президенчĕн Атăлçи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич специалистсемпе курнăçнă. Хăнасене техникумра монохулана аталантарассипе йышăннă программăпа Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев паллаштарнă. Юлашки 3 çул хушшинче регионти 5 монохулари инфратытăма тĕпрен çĕнетсе улăштарма 3 млрд. патнелле куçарса панине палăртнă вăл.
«Хулара çĕнĕ инвестици проекчĕсем пурнăçа кĕрсен, индустри паркĕ хута кайсан, биотехнологи кластерĕ йĕркеленсе çитсен муниципалитетăн экономика тата та лайăхрах вăй илĕ, çынсене валли 1,5 пин пысăк технологиллĕ ĕç вырăнĕсем пулĕç», - тесе пĕлтернĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. 2017 çулта Канашра кану паркне тĕпрен çĕнетсе улăштарма палăртнине асăннă. Михаил Бабич Канаш хулине комплекслă аталантарни çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине каласа хăварнă.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн пресс-служби.