АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пулăшу парасси ÿснĕ

15 августа 2017 г.

Федераци çăмăллăхĕпе усă куракан граждансене пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшусен тÿлевĕшĕн уйăхсерен компенсаци параççĕ. Асăннă ушкăна радиаципе сиенленнĕ граждансем, инвалидсемпе вăрçă ветеранĕсем, çапăçусене хутшăннă çынсем тата ыттисем кĕреççĕ.

Кăçалхи пĕрремĕш çур çулта çăмăллăхсемпе усă куракансене компенсаци тÿлеме республика бюджетĕнчен 161,4 миллион тенкĕ кайнă.

2017 çулхи январь-июнь уйăхĕсенче федераци çăмăллăхĕпе усă куракансенчен çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшусен тÿлевĕшĕн уйăхсерен паракан укçа компенсацийĕпе, çемьери ытти çынсене шута илмесĕр, республикăра 93 573 çын усă курнă. Иртнĕ çул çак тапхăрта вара кун йышши пулăшăва 93 470 çын тивĕçнĕ.

2017 çулхи июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне пурăнмалли çурт-йĕр-пе коммуналлă пулăшусен тÿ-левĕшĕн уйăхсерен паракан укçа компенсацине çемьери ытти çынсемпе пĕрле 106 916 граждан илнĕ. 2016 çулта çак тапхăрпа танлаштарсан асăннă çăмăллăхпа 106 180 çын усă курнă. Элĕк районĕнче вара асăннă компенсацие 1 477 çын илнĕ. Вĕсене çăмăллăхпа тивĕçтерме республика бюджетĕнчен 2 042,0 пин тенкĕ кайнă.

Чăваш Республикин Ĕç тата социаллă хÿтлĕх министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Лариса Арсентьева палăртнă тăрăх, РФ Çурт-йĕр кодексне тата федераци çăмăллăхĕпе усă куракансене пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшусен тÿлевĕшĕн социаллă пулăшу памалли мерăсем çинчен калакан Саккунне улшăнусем кĕртнĕрен 2016 çулхи февралĕн 1-мĕшĕнчен ытти регионсенчи пекех Чăваш Республикинче те пулăшу памалли йĕрке улшăннă.

«Енчен те малтан граждансем уйăхсеренхи укçа тÿлевне коммуналлă пулăшусемшĕн хăйсем мĕн чухлĕ тăкакланине кура мар, çирĕплетнĕ виçепе илнĕ пулсан, халĕ ăна мĕн чухлĕ шутласа панине тата тÿленине кура параççĕ», - палăртрĕ Лариса Арсентьева.

Улшăнусем кĕртнине пула адреслăх тата асăннă çăмăллăха тивĕç критерисене шута илсе ĕçе йĕркеленĕрен федераци бюджетĕнчен укçа-тенкĕ илесси пĕчĕкленнĕ. Социаллă пулăшу памалли йĕрке улшăннине пула укçа-тенкĕ кирлĕлĕхĕ чакнăран унăн виçи 253,1 миллион тенкĕ пĕчĕкленĕ. Çав вăхăтрах асăннă федераци çăмăллăхĕпе усă куракан социаллă пулăшăва тивĕç граждансен шучĕ малтанхи шайрах юлать.

И.ЭЛИНА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика