АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Пĕрле ĕçленипе çеç çитĕнÿсем тума пулать»

18 августа 2017 г.

«Пĕрле ĕçленипе çеç çитĕнÿсем тума пулать»

Ĕнер Элĕкри Культурăпа кану керменĕнче анлă лару иртрĕ. Район активĕ Элĕк Енĕн 2017 çулхи пĕрремĕш çур çулти социаллă экономика аталанăвĕн ĕç-хĕлне пĕтĕмлетрĕ. Унта Чăваш Республикин юстици тата пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕ Наталья Тимофеева, «Единая Россия» Пĕтĕм Раççейри политика партийĕн Чăваш регион уйрăмĕн секретарĕ, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Николай Малов, Чăвашпотребсоюз Канашĕн Председателĕ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Павлов, Патшалăх техника надзорĕн начальникĕ - Чăваш Енри тĕп патшалăх инженер-инспекторĕ Сергей Вязовский хутшăнчĕç.

Ĕç кăтартăвĕсемпе район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Куликов паллаштарчĕ. Элĕк районĕн экономика секторĕнче ял хуçалăх тĕп вырăн йышăнать. Паянхи куна 11 ял хуçалăх предприятийĕпе 60 хресчен-фермер хуçалăхĕ шутланать. Кăçалхи январь - июнь уйăхĕсенче мĕнпур категориллĕ ял хуçалăх предпрятийĕсенче продукци туса илесси 107,5 процентпа танлашнă. Çак кăтартусемпе Элĕк районĕ республикăра иккĕмĕш вырăнта.

- Иртнĕ çулхи çак тапхăрпа танлаштарсан пĕр ĕнерен вăтамран сĕт суса илесси ÿснине те палăртма кăмăллă. Çак кăтарту 3749 килогрампа танлашать.

Иртнĕ 6 уйăхра мĕнпур категориллĕ хуçалăхсенче 12,5 пин тонна сĕт суса илнĕ. Пĕлтĕрхипе танлаштарсан - 101,5 процент. Кайăк-кĕшĕкпе выльăх-чĕрлĕхрен аш-какай туса илессипе те япăх мар ĕçлетпĕр. Кăçалхи çур çулта ку кăтарту 1238,2 тоннăпа танлашнă. Çавăн пекех обществăлла секторта та ку енĕпе ÿсĕмсем пур. Ял хуçалăх предприятийĕсем ял хуçалăх техникине туянма, çĕнĕ фермăсем тума, юсав ĕçĕсем ирттерме пултарнине те палăртмалла. Кăçал кăна хуçалăхсем 4893,1 пин тенкĕлĕх техника илнĕ. Ку енĕпе уйрăмах «Новый путь» хуçалăх пуçарулăхпа палăрать. Анчах та савăнтараканнипе пĕрлех пăшăрхантаракан ыйтусем те çук мар-ха ял хуçалăх ĕçĕнче. Кăçал çанталăх çĕр ĕçченĕн чăтăмлăхне самаях тĕрĕслерĕ, пахча çимĕç, тĕш тырă культурисене туса илес ĕçре çухатусем пуррине те пытарма кирлĕ мар. Çавăнпа та пиçнĕ тыр-пула пĕтĕмĕшле пухса кĕртессипе çине тăрса ĕçлемелле, - палăртса каларĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Куликов.

Çавăн пекех вăл уйрăммăн ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ усă курман çĕрсемпе ĕçлесси çинче чарăнса тăчĕ. Ку енĕпе ĕçе вăйлатмаллине, пулăхлă пĕр лаптăк çĕр çинче те хыт-хура ÿсмелле маррине хытарсах каларĕ. Ăнланман çĕр хуçисем тĕлĕшпе çирĕп йышăну тума тивнине те палăртса хăварчĕ. Кăçалхи пĕрремĕш çур çулта 137 çĕр лаптăкне кадастр учетне лартнă, çакă 3547 гектарпа танлашнă.

- Предпринимательлĕх ĕçĕнче те хăш-пĕр çитĕнÿсем пуррине палăртма кăмăллă. Иртнĕ тапхăрта пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх субъекчĕсен шучĕ 1,7 процент ÿснĕ. Паян районта 306 предприниматель шутланать, ку тытăмра 992 çын ĕçлет, - ĕç-хĕлпе паллаштарнă май пĕлтерчĕ Александр Николаевич.

Налук укçи-тенки мĕнле пырса кĕни те районти экономика секторĕн аталанăвне пысăк витĕм кÿнине асăнмасăр иртме çук. Пĕлтĕрхипе танлаштарсан ку кăтарту 0,5 процент пĕчĕкрех пулнине палăртрĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ. 2017 çулхи январь-июнь уйăхĕсенче налук укçи-тенки Элĕк районĕн консолидированнăй бюджетăн пĕтĕмĕшле тупăшĕнче 21,4 миллион тенкĕпе танлашнă. Александр Куликов ку чухне харпăр хăй тупăшĕ пĕчĕкленесси çине мĕнле сăлтавсем витĕм кÿни çинче те чарăнса тăчĕ.

Экономика секторне аталантарни тата бюджет тупăшне ÿстерни вара районта пурăнакансен пурнăç шайĕпе пахалăхĕ çине витĕм кÿрет. Иртнĕ çулхи çак тапхăртипе танлаштарсан, районĕпе вăтам шалу 13,3 процент ÿснĕ, 19520,10 тенкĕпе танлашнă. Статистика кăтартăвĕсем тăрăх, Чăваш Республикинче 26045,70 тенкĕ. Ку кăтарту патне туртăнмалли пуррине район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Куликов та пытармасăрах каларĕ. Ял хуçалăхĕнче вара вăтам шалу 20575,4 тенке çитнĕ. «Новый путь» ял хуçалăх предприятийĕнче ĕçлекен пĕр çыннăн çур çулхи вăтам шалăвĕ 25399 тенкĕпе танлашнă.

- Çитĕнекен ăру патшалăх шайĕнче яланах пысăк тимлĕхре. Çавăнпах ĕнтĕ çулсеренех бюджет укçи-тенкин çурри е тĕрĕсрех палăртсан, кашни иккĕмĕш тенкĕ вĕренÿ çине каять те. Кăçал пĕрремĕш класа 171 ача килĕ, пĕтĕмĕшле вара районти шкулсенче 1681 ача пĕлÿ илĕ. Вĕсене аталанма, тивĕçлĕ пĕлÿ илме майсем çителĕклех. Çакна патшалăхăн пĕтĕмлетÿ аттестацийĕн кăтартăвĕсем те аван çирĕплетеççĕ. 2016-1017 вĕренÿ çулĕн вĕçĕнче вырăс чĕлхипе Пĕрлехи патшалăх экзаменне пурте ăнăçлă тытнă, математика предмечĕпе те ку кăтарту пысăк шайра. Пĕтĕм тĕнче шайĕнчи олимпиадăсенче призерсене хатĕрленĕшĕн Чăваш Ен Пуçлăхĕн Грантне тивĕçекен вĕрентекенсем те пур-ха пысăк опытлă педагогсем хушшинче, - вĕренÿ çинче чарăнса тăнă май ку тытăмри ĕç-хĕлпе паллаштарчĕ вăл.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Куликов демографи лару-тăрăвне те куçран вĕçертмерĕ. Вилекенсен шучĕ çав-çавах çуралакансенчен ытларах пулнине пăшăрханса палăртрĕ. Культура, çул-йĕр сферисем çинче те чарăнса тăчĕ вăл.

- Кашни тытăмрах çитес тапхăрта татса памалли ыйтусем сахал мар. Апла пулин те 2017 çулхи пĕрремĕш çурçуллăхра экономика тата социаллă сферăсенчи ÿсĕмсем эпир пĕрле килĕштерсе ĕçленипе пулнă çитĕнÿсем темелле. Паллах, кунта республика шайĕнчи мĕнпур власть органĕсемпе ĕçе тивĕçлĕ шайра йĕркелени те ĕç тухăçлăхне витĕм кÿнине палăртмалла, - терĕ Александр Николаевич хăйĕн докладне вĕçленĕ май.

РФ Патшалăх Думин депутачĕ Николай Малов вара малалла ăнтăлакан, ĕçлеме ÿркенмен, йывăрлăхсенчен тухмалли тĕрлĕ çул-йĕр шыракансене яланах пулăшма хатĕррине палăртрĕ. Çавăнпа та иртнĕ тапхăрта тунă çитĕнÿсемпе лăпланса ларма кирлĕ маррине асăрхаттарчĕ. Общество пурнăçне хастар хутшăнакансене «Единая Россия» политика партийĕн Тав хучĕсемпе чысларĕ. Ăна Тенири тулли мар вăтам шкул директорĕ Светлана Герасимова тата Элĕк ял тăрăхĕн тĕп специалист-эксперчĕ Георгий Анисимов тивĕçрĕç.

Чăвашпотребсоюз Канашĕн Председателĕ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Павлов та юлашки тапхăрта район сăн-сăпачĕ улшăннине, ĕç-пуçа пысăк шайра пурнăçланине, хăтлăх çине пысăк тимлĕх уйăрнине асăнчĕ.

Чăваш Республикин юстици тата пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕ Наталья Тимофеева 2017 çулхи пĕрремĕш çур çулхи ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ май Элĕксем ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ усă курман пай çĕрĕсене тупассипе, пусă çаврăнăшне кĕртессипе лайăх ĕçленине палăртрĕ. Çавăн пекех «Халăх инвентаризацийĕ» те районта япăх мар ĕçлет. Иртнĕ тапхăрта хуçасăр пулнă 120 куçман пурлăх объектне тупса палăртса ĕçе кĕртнĕ. Район администрацийĕ, депутатсемпе ял тăрăхĕсем пĕрле ĕçленипе çеç çитĕнÿсем тума пултарнине асăнчĕ Наталья Юрьевна.

Ларура ял çыннине куллен пăшăрхантаракан ыйтусене те тимлĕхсĕр хăвармарĕç. Яланхиллех ялсенче çул тăвасси, клубсем çĕклесси, район центрĕнче бассейн хута ярасси чи çивĕч ыйтусем пулчĕç. Ун хыççăн республика представителĕсем тата район пуçлăхĕ Александр Куликов нумай ачаллă çемьесене çурт-йĕр çавăрма çĕр лаптăкĕн Сертификатне пачĕç. Çавăн пекех ашшĕ-амăшĕн хÿт-тисĕр юлнисем хваттер уççисене илчĕç.

Эльвира КУЗЬМИНА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика