22 августа 2017 г.
Пурнăçри тĕрлĕ сăлтавсене пула çывăх çыннисен тимлĕхĕсĕр юлнă ачасене патшалăх хăйĕн хÿттине илет. Тивĕçлипе аталанма пĕтĕм услови, пĕр-пĕр специальноçа алла илме майсем туса парать. Çавăн пекех аслă пĕлÿ илес тĕллевлĕ хĕрсемпе каччăсене те тĕксе ямасть. Диплом алла иличченех патшалăх пулăшăвĕ кÿрет.
Килсĕр-çуртсăр тăлăха 18 çул тултарсан çурт-йĕрпе тивĕçтерессине те хăй çине илнĕ патшалăх. Çулсеренех районта та ашшĕ-амăшĕсĕр юлнă 3-4 çамрăка хваттерпе тивĕçтереççĕ. Иртнĕ кунсенче, акă, Чăваш Сурăм ял тăрăхĕнчи Алексей Максимова, Шĕмшешри Николай Макарова, Ехремкассинчи Артем Семенова савăнăçлă лару-тăрура хваттер уççисемпе чысларĕç. Тăлăхсем хушшинче çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатмалли черетре тата 38 çын тăраççĕ, вĕсенчен 27-шĕ 18 çултан иртнисем.