АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Раççей патшалăх ялавĕ - наци пуянлăхĕ

22 августа 2017 г.

Çулсеренех августăн 22-мĕшĕнче 1994 çулхи августăн 22-мĕшĕнчи Раççей Федерацийĕн Патшалăх ялавĕн кунне паллă тăваççĕ. Ялав кунне Раççей Федерацийĕнче пирвайхи хут Мускаври Шурă çурт тăррине официаллă майпа ялав çĕкленипе уявлама тытăннă.

Патшалăх ялавĕн кунĕ тĕлне Элĕкри ача-пăча библиотекинче «Пирĕн Тăван çĕршывăн символĕсем» кĕнеке куравĕ йĕркеленĕ. Библиотека ĕçченĕсем ачасене ялав мĕнле пулни çинчен каласа пачĕç. «Раççей Федерацийĕн Патшалăх ялавĕ саккунпа килĕшÿллĕн Раççей Федерацийĕн официаллă символĕ шутланать. Ялав виçĕ тĕсрен тăрать: çÿлти пайĕ - шурă, варринчи - кăвак тата аялти пайĕ - хĕрлĕ. Шурă тĕс ирĕклĕхе, патшалăх никама пăхăнманлăхне тата ĕненĕве пĕлтерет пулсан, кăвак - Турă Амăшĕн тĕсĕ тата шанчăк, хĕрлĕ - патшалăха тата юратăва», - ăнлантарчĕç вĕсем. Раççей ялавĕн историйĕ пуян. Вăл нумай вăрттăнлăха упрать. Çакна халĕ шкул ачисемпе ача садне çÿрекенсем те пĕлеççĕ. Раççей патшалăхне çирĕплетессинче Конституци тата патшалăхăн символĕсем - ялав, герб тата гимн - йышăнни питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Вĕсемсĕр кашни çынра патриотизм туйăмне аталантарма май çук.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика