АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хула çуралнă кунне паллă турĕ

22 августа 2017 г.

Иртнĕ канмалли кунсенче Чăваш Республикин тĕп хули хăйĕн 548 çулхи çуралнă кунне анлăн паллă турĕ. Тĕрлĕ мероприятинчен пуян пулчĕ вăл. Кăçал шкул çулне çитменнисен учрежденийĕсене çÿрекен ачасем те тĕп хуламăрăн уявĕнчен аякра юлма шутламан. Пĕчĕкскерсемпе педагогсем Атăл хĕрринче Амăшĕн палăкĕ умĕнче флешмоб йĕркеленĕ. 3000 ытла ача, вĕсен ашшĕ-амăшĕпе педагогсем кĕвĕ çеммипе «Я люблю ЧЕ» тесе тăрса тухнă, çапла майпа Шупашкара уяв ячĕпе саламланă та.

Çавăн пекех тĕп хуламăрăн Мускав районĕнче пĕрремĕш хут «Тĕнчене çутăрах тăватпăр!» ятпа хĕрлĕ çÿçлисен фестивалĕ иртнĕ. Унта хĕрлĕ çÿçлĕ, хĕрлĕ сухаллă, чĕкеç шатриллĕ тĕрлĕ çулсенчи ачасемпе аслă çулсенчи çынсем хутшăннă. Çавăн пекех асăннă фестивале çемйипех хĕрлĕ çÿçлĕ пулнисем те, килте хĕрлĕрех-сарă йытă-кушак усракансем те килнĕ. Асăннă фестивале хутшăннисем Шупашкара 500 çул ячĕллĕ культурăпа кану паркĕн тĕп урамĕпе парадпа утса тухнă, тĕрлĕ конкурса хутшăннă. Мероприятире чи нумай чĕкеç шатриллĕ çынна, хĕрлĕ сухаллă арçынна, хĕвел тĕслĕ вăрăм та кăтра çÿçлĕ хĕре, чи хĕрлĕ çÿçлĕ çемьене палăртнă.                                        

Августăн 19-мĕшĕнче вара Хĕрлĕ лапамра «Аистенок» çемье пултарулăхĕн конкурсĕ иртнĕ. Унта 123 çемье хутшăннă. Вĕсенчен кашниех ачасен кÿмисене тĕрлĕ майпа илемлетнĕ. Шăп та шай 36 çемье чăваш халăхĕн йăли-йĕркине сăнлакан кÿ- мепе фестивале хутшăннă. Çавăн пекех уявра ялти çурт, кăмака, наци апат-çимĕçĕпе йăтăнса ларакан сĕтел, «Пурнăç йывăççи» элеменчĕсем, чăваш тумĕллĕ пуканесем пек кÿмесем те йышлă пулнă. Фестивальте «Андриян çулĕпе» ятпа маçтăрланă ача кÿмиллĕ çемье çĕнтернĕ.  

Кăçал та Шупашкара çуралнă кун ячĕпе саламлама яланхиллех тĕрлĕ регионсенчен пултарулăх ушкăнĕсем «Раççей тĕрĕкĕсем» ятпа Пĕтĕм Раççейри тĕрĕк халăхĕсен фестивальне хутшăннă. Августăн 20-мĕшĕнче вара тĕп хуламăрта пурăнакансемпе хăнасем, пĕтĕмпе 5 пине яхăн çын, Хĕрлĕ лапамра Çăлтăрпа пĕрле зарядка тунă. Кăçал ăна Чăваш Енре çуралнă, Раççейĕпех палăрнă, театрпа кинон паллă актерĕ Анатолий Гущин ертсе пынă. Çавăн пекех унпа пĕрле Тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ, хăвăрт утассипе Олимп вăййисен кĕмĕл призерĕ Олимпиада Иванова, Тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ, кикбоксингпа 5 хут тĕнче чемпионĕ пулнă Алексей Соловьев, нумаях пулмасть иртнĕ «Чемпионсен Кубокĕ» кĕрешÿ турнирĕн çĕнтерÿçи Сергей Яковлев, «Чебоксарские ястребы» баскетбол клубĕн вăйăçисемпе фитнес-аэробика федерацин республикăри президенчĕ Оксана Вербина тата унăн воспитанникĕсем, «Шупашкар» клубăн хоккеисчĕсем пулнă.

«Тĕп хуламăра аталантарас тесе мĕнле инвестицисем хывни çинчен нумай калама пулать. Шупашкарăн тĕп пуянлăхĕ вара эсир, кунта пурăнакансем, - палăртса каланă Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев уява килнисене саламланă май. - Тепĕр икĕ çултан эпир Шупашкарăн 550 çулхи юбилейне паллă тăватпăр. Çак мероприятие ирттерме федераци шайĕнче палăртнă - Раççей Президенчĕн, çĕршыв Правительствин йышăнăвĕсем пур. Хулара пурăнакан кашни çыншăн, кашни çемьешĕн тăрăшса пĕрлешÿллĕ вăйпа, тăнăçлăхпа килĕшÿре эпир малалла утатпăр». Михаил Васильевич нумайăшĕшĕн юратнă вырăн пулса тăнă «Пултарулăх бульварĕ» интерактивлă лапамсемпе паллашнă. Кăçал Ленин проспекчĕпе тата Карл Маркс урамĕпе вырнаçса тухнă ташă, вокал, инструментсен, спорт коллективĕсем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарнă. «Кунта ĕçчен халăх пурăнать. Малашне те ĕçлеме ан ÿркенĕр, пĕр-пĕрне юратса, килĕштерсе пурăнăр. Турă пулăшса пытăр сире», - тенĕ асăннă мероприятие хутшăннă Шупашкарпа Чăваш Епархийĕн Управляющийĕ Варнава Владыка. Çавăн пекех Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков, РФ Федераци Пухăвĕн Патшалăх Думин депутачĕ Леонид Черкесов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов, Шупашкар хулин пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Николай Владимиров саламланă.

Уяв «Браво» ушкăнăн концерчĕпе тата фейерверкпа вĕçленнĕ.

Эльвира КУЗЬМИНА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика