25 августа 2017 г.
Августăн 24-мĕшĕ Тури Карачура ялĕнче тата ку тăрăхра пурăнакансемшĕн савăнăçлă пулăмпа асра юлчĕ. Çак кун çĕнĕ ФАП уçăлчĕ. Ял халăхĕшĕн пĕлтерĕшлĕ çурта Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕн çумĕ Светлана Ананьева, Чăваш Енĕн тĕп фельдшерĕ Алевтина Окликова, район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Куликов, район больницин тĕп врачĕ Валерий Егоров, Ехремкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Вячеслав Ефимов уçрĕç.
«Сирĕн паян чăннипех те пысăк уяв. Чăваш Ен Пуçлăхĕ тата Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерстви пулăшнипе эсир вăхăтра пулăшу илме пултаратăр. Чи кирли, сирĕн пурин те сывлăх пултăр», - терĕ Александр Куликов. Светлана Ананьева юлашки вăхăтра республикăра фельдшерпа акушер пункчĕсем тăвасси вăй илсех пынине, çĕнĕрен те çĕнĕ ФАПсем çĕклени халăха вăхăтра кирлĕ те паха медицина пулăшăвĕ илме майсем туса панине асăнчĕ. Валерий Егоров ял çыннисен ĕмĕчĕ тинех пурнăçланнишĕн савăннине пытармарĕ. «Çĕнĕ ФАПа стандартпа тата санитари нормисемпе килĕшÿллĕн çĕкленĕ. «Ялсене - 100 ФАП» проект вĕçленмен-ха, республикăра пурăнакансене медицина пулăшăвĕпе тивĕçтересси Чăваш Енри власть органĕсен тĕп тĕллевĕсенчен пĕри пулса тăрать», - палăртрĕ вăл.
Вячеслав Ефимов çĕнĕ ФАПра çынсен сывлăхне тĕрĕслеме мĕнпур услови çителĕклĕ пулнине асăнчĕ тата пурне те сывлăха упрама чĕнсе каларĕ. «Пирĕншĕн çĕнĕ ФАП уçăлни питĕ пысăк пулăм. Уйрăмах ватă çынсем хĕпĕртерĕç. Кунта кĕрсе тухма та кăмăллă. Вăл пирĕн яла та илем кÿрет. Кунти çывăхри ялсем те тухтăртан сĕнÿ-канаш илме пултарĕç. 574 çыншăн медицина пулăшăвĕ çывăхрах та, меллĕрех те. Çĕнĕ çуртра ĕçлеме те çăмăл, оборудованисем те хальхи йышшисем. Кунашкаллисем пирĕн пулман та», - савăнăçне пытармасть Ольга Иванова фельдшер. Тури Карачура, Пĕчĕк Карачура, Мăн Кăканар, Пĕчĕк Кăканар, Ассакасси ял çыннисем малашне пахалăхлă медицина пулăшăвĕ илĕç. Ку тăрăхра пурăнакан 574 çынна ФАП пирвайхи пулăшу парĕ. Çак ялти Галина Трофимова та савăнăçне пытармарĕ, çак пархатарлă ĕçе хутшăннисене пурне те тав турĕ. Кураккасинчи хĕрарăмсен канашĕ çумĕнчи «Тарават» тата Карачура культура çурчĕн «Илем» фольклор ушкăнĕсем чăваш халăх юррисемпе пурне те тыткăнларĕç. Ялта çĕнĕ ФАП уçни çак тăрăхра пурăнакансен сывлăхне çирĕплетме пулăшĕ, тĕреклĕ ачасем çураласси çине пысăк витĕм кÿрĕ.
Вера МОРОЗОВА.