АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрçă - этемлĕхшĕн йывăр çухату

25 августа 2017 г.

Аслă Отечественнăй вăрçă çĕнтерÿпе чарăнни 72 çул иртрĕ. Апла пулин те шырав ĕçĕсем çĕршывра, кашни хулапа ялтах темĕн чухлех иртеççĕ. Вăрçă пуçлансанах мĕнпур вăйпитти арçынна, каярах хĕрарăмсене те, юрăхлă техникăна та, вăйлăрах лашасене те çар комиссариачĕ урлă Хĕрлĕ Çара ăсатнă. Мирлĕ пурнăç вăхăтлăха чарăнса ларать.

Пĕтĕм союзри коммунистсен партийĕ вăрçă пуçлансанах 1941 çулхи июнĕн 29-мĕшĕнче хаяр вăрçă пынă вăхăтра фронта коммунистсемпе комсомолецсене политкĕрешÿçисене (политбойцы) 18 пин çын таран яма йышăну кăларать. Вĕсем салтаксем хушшинче агитаторсем, политинформаторсем, çапăçура хастаррисем, ырă тĕслĕх кăтартакансем пулнă. Партин Чăваш обкомĕн йышăнăвĕпе пирĕн республикăран августăн 14-мĕшĕнче (76 çул каялла) 400 коммунистпа 100 комсомолеца Хĕрлĕ Çара ăсатнă. Кашни хулапа районтан мĕн чухлĕ çын ямаллине маларах палăртнă. Элĕк районĕнчен çав кун 12 çын (10 коммунистпа 2 комсомолец), кÿршĕллĕ Калинин районĕнчен (халĕ Вăрнар районĕ) - 9, Советски (халĕ Етĕрне районĕ) - 9, Çĕмĕрле хулипе районĕнчен - 24, Шупашкар хулинчен 84 çынна ăсатнă. Пирĕн районтан çав кун ВКП(б) райкомĕнче çар енĕпе ĕçлекен пай ертÿçи 1916 çулта çуралнă (Вырăс Сурăм ял Советне кĕрекен Пиçенер ялĕнчен) Г.Семенов, 1911 çулта çуралнă (Мăн Шĕвĕшрен) çав райком инструкторĕ Ф.Данилов, 1916 çулта çуралнă (Тукач ялĕнчен) райкомăн тепĕр инструкторĕ А.Федоров, аслă сержант, 1912 çулта çуралнă (Сосновка ялĕ, халĕ Муркаш районĕ) 1945 çулхи апрелĕн 25-мĕшĕнче Австрали çĕршывĕнче паттăрлăх кăтартса вилнĕ, райĕçтăвком секретарĕ пулнă Т.Зорин, 1911 çулта çуралнă (Качалав ялĕнчен) маларах 1932-1933 çулсенче Элĕкрех комсомолăн районти комитечĕн секретарĕ пулнă Н.Быков, 1911 çулта çуралнă (Чăваш Сурăм ял Советне кĕрекен Шуркасси ялĕнчен) Качалаври «Труд» колхоз председателĕ, кĕçĕн политрук, 1942 çулхи августăн 20-мĕшĕнче хыпарсăр çухалнă, М.Александров, 1915 çулта çуралнă (Калинин, халĕ Вăрнар районĕн- чи Пайăк ялĕнчен) Юманлăхри тулли мар вăтам шклута учитель пулнă Д.Волков, 1916 çулта çуралнă (Уйкас ялĕнчен), Шарыпкăри тулли мар вăтам шкулта учительте ĕçленĕ И.Грачков комсомолец. Вăл 1943 çулта вăрçă хĕрсе пынă вăхăтра вилнĕ. 1912 çулта çуралнă (Актайран, халĕ Муркаш районĕ) М.Петров Актай колхозĕнче счетовод, Изванка ял Советĕнче секретарь пулнă, хыпарсăр çухалать (ăçта тата хăçан, паллă мар), Çемьерен вĕсем виçĕ пĕртăван кайнă, пĕри кăна тăван яла сывă таврăнать. М.Астров та Чăваш çĕршывне таврăнайман. 1915 çулта çуралнă (Лупашка ялĕнчен) М.Никифоров Госбанкăн Элĕкри уйрăмĕнче инструктор пулнă. Вăрçăран сывах таврăнать. Апат-çимĕç комбинатĕнче, райпо бухгалтерийĕнче аслă бухгалтерта тăрăшнă. Çав кун вăрçă хирне каякансем хушшинче Элĕк салинче 1920 çулта çуралса ÿснĕ И.Прохонькин та пур. ВКП(б) членĕн кандидачĕ, колхозник, вăл та 1942 çулхи ноябрьте хыпарсăр çухалать. 18 çулхи тепĕр комсомолец А.Измаев Элĕкри ача-пăча техника станцийĕнче ĕçленĕскер иккĕмĕш тĕнче вăрçинчен тăван килне таврăнаймасть, 1943 çулта март уйăхĕнче хыпарсăр çухалнă. Вăрçа каякан 12 çын хушшинче çиччĕшĕн вăтам пĕлÿ пулнă, ыттисем тулли мар вăтам пĕлÿ илнĕскерсем, çиччĕшĕ рядовой, иккĕшĕ политрук тивĕçĕсене пурнăçланă. Чĕрĕ юлнисенчен Герман Семенов (1916-1982 çç.) çамрăк чухнех хастар комсомолец пулнă. 1930-1936 çулсенче Пиçенерти пуçламăш шкул ертÿçинче тăрăшнă. Çав вăхăтрах куçăмсăр майпа Нурăсри педучилищăра вĕреннĕ. Комсомол аппаратĕнче инструктор пулнă. Икĕ çул çурă Хĕрлĕ Çарти службăра тăнă (1937-1940 çç.). Тепĕр хут Хĕрлĕ Çар ретне 1941 çулхи августăн 14-мĕшĕнче 400 коммунистпа пĕрле тăнă. Кăшт кăна çар курсĕнче вĕреннĕ хыççăн октябрь уйăхĕнче Мускаври çарпа политика училищи çумĕнчи кĕске вăхăтлă курсра слушатель пулнă. Унтан вĕренсе тухсан пĕр çар округĕнчи политуправаленин политпай инструкторĕ пулма çирĕплетеççĕ. Каярахпа 117-мĕш стрелоксен дивизийĕн 275-мĕш стрелосен полкĕнче парторг (парти организаторĕ) ĕçне шанаççĕ. Вăрçă чарăнсан çар енĕпех тĕрлĕ должноçсенче тăрăшнă. 1949 çулта экстерн майĕпе çарпа политика училищине вĕренсе пĕтерни çинчен çирĕплетекен документа алла илет. Вăрçă çулĕсенче хастарлăхпа хăюлăх кăтарнăшăн икĕ хутчен Хĕрлĕ Çăлтăр орденне, «Хастарлăхшăн», «Çапăçури паллă ĕçсемшĕн» медальсене илме тивĕçлĕ пулнă. 1961 çулта подполковник званипе тивĕçлĕ канăва тухать. Чăваша таврăнсан вунă çул КПСС Шупашкар хула парти комитетĕнче инструкторĕнче, хыççăн нумай çул «Çеçпĕл» кинотеатрăн директорĕнче ĕçленĕ. Çемьере икĕ хĕрача, иккĕшĕ те Мускавра вĕренсе аслă пĕлÿ илнĕ. Аслашшĕ патĕнче пĕр мăнукĕ ĕçленĕ. 1982 çулхи сентябрĕн 15-мĕшĕнче çывăх çыннисенчен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайнă. Ун чухне вăл 66 çулта çеç пулнă.

Çÿлерех асăннă политбоецсем хушшинче пĕр кунрах Хĕрлĕ Çар ретне ВКП(б) Элĕк райкомĕнчен виçĕ çын, икĕ учитель хăйсен ирĕкĕпе кайма килĕшеççĕ. Çавăн чухне вăрçа кайнисенчен 12 çынран хăшĕ-пĕри 18 çула çеç çитнĕ. Нумайăшĕ çемье те çавăрайман. Çавсем хушшинче Элĕк вăтам шкул директорĕн В.Волковăн аслашшĕн тăванĕ - Дмитрий Волков та пулнă. Вăл 1938-1942 çулсенче Юманлăх, Шарыпка (каярах Кĕçĕн Тăван) шкулĕсенче учитель пулнă. Вăл Днепр шывĕ урлă каçнă чухне хаяр çапăçура вилнĕ. Элĕк тăрăхĕнче Волковсем чаплă педагогсем пулнипе палăраççĕ. Владиславпа Эдикт Волковсем истори предметне суйласа илнĕ, вĕсен мăшăрĕсем те Элĕкри вăтам шкулта ачасене вĕрентеççĕ. Ашшĕпе амăшĕ те ĕмĕрĕпех ачасене çирĕп пĕлÿ парассишĕн тăрăшса ĕçленĕ.

Вăрçă - этемлĕхшĕн йывăр çухату. Эпир аттене, Михаил Романова, 1941 çулхи августăн 18-мĕшĕнче вăрçа ăсатнă. Эпĕ аттерен 4 çул та 8 уйăхри ача юлнă. Ытла та йывăр самант пулнă. Çав çулах ноябрь уйăхĕн пуçламăшĕнче Тула хули çывăхĕнче вăл хыпарсăр çухалать. Çемьере каярах 1942 çулхи май уйăхĕнче тăваттăмĕш ача çуралать. Йывăр пулнă пулин те анне пире йĕркеллĕ пăхса ÿстернĕ, çĕршыва юрăхлă çынсем тăвассишĕн нумай тăрăшнă.

Геннадий МИХАЙЛОВ,

таврапĕлÿçĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика