25 августа 2017 г.
Августăн 15-мĕшĕнчен пуçласа сентябрĕн 15-мĕшĕччен Элĕк районĕ 90 çул тултарнă ятпа районти тĕп библиотекăра «Юратнă района - ырă сăмахсем» акци иртет. Çак акцие хутшăнакан районти кашни çын тата хăна «Эпĕ кунта пурăнатăп, çак район маншăн хаклă» кĕнекере хăйĕн саламлă сăмахне çырса хăварма пултарать. Ун пек альбомсем кашни ял библиотекинчех пур. Çак уявпа килĕшÿллĕн районта «Манăн ял историйĕ - манăн район историйĕ» сăн ÿкерчĕксен куравĕ, «Юбилей ячĕпе сана, Элĕк районĕ!» открыткăсен конкурсĕ иртет. Районти библиотекарьсем тăван тавралăх çинчен пысăк материал хатĕрлеççĕ: «Элĕк районĕ: истори страницисем» (район аталанăвĕн историйĕ), «Элĕк енĕн пултаруллă çыннисем» инфом-досье (районти паллă çынсем çинчен), «Элĕк районĕн литература картти» электрон кăларăм (районти çыравçăсемпе поэтсем пирки), «Эпĕ - район тантăшĕ!» биобиблиографилле кăтартмăш. Çавăн пекех библиотекăсенче тĕрлĕ массăллă мероприятисем пулаççĕ. Акă юбилей тĕлне Тури Выла ял библиотекинче «Ăçта çав урам, ăçта çав çурт;» литературăлла çул çÿрев, Элĕкри тĕп тата Ехремкасси, Чăваш Сурăм ял библиотекисенче «Района халалланă ода» поэтика марафонĕ, Мăн Вылă ял библиотекинче «Тăван ен кĕввисем» литературăпа юрă композицийĕ, Питĕшкасси ял библиотекинче «Паллă çыравçăсемпе поэтсем - манăн ентешсем» литература каçĕ ирттерме палăртнă. Çавăнпа та районта пурăнакан кашни çынна тăван ен юбилейĕ ячĕпе иртекен мероприятисене хастар хутшăнма чĕнетпĕр.