22 августа 2017 г.
Юлашки çулсенче тăван районăмăр пысăк ÿсĕмсем туни куç умĕнчех. Çакă вăл ял хуçалăх предприятийĕсем район экономики çине ырă витĕм кÿнипе те çыхăннă. Иртнĕ ĕмĕрĕн юлашки çулĕсенче пирĕн Элĕк ен çĕрĕ çинче чылай вăйлă аталаннă хуçалăхсемччĕ. Колхозсем пулнăран ялсенче бригадăсем те малти вырăна тухассишĕн талпăнатчĕç. Пĕр-пĕринпе тупăшсах кăтартусене ÿстерсе вырăнти хуçалăха аталанса пыма май туса паратчĕç. Анчах та районта кăна мар, республикăра та палăрнă чылай хуçалăх арканчĕ. Халĕ вара ытларах уйрăм предпринимательсем хăйсен ĕçне йĕркелесе яраççĕ. Ĕлĕкренех упранса юлнă хуçалăхсем ÿсĕмлĕ ĕçлени, малалла ыр кун-çулшăн тăрăшни савăнтарать, мĕншĕн тесен Элĕксем мĕн авалтанах ял хуçалăх таварне туса илес енĕпе палăрнă. Район пуçланиччен кăна çăнăх авăртакан çил тата шыв арманĕсем, çăм таптармалли, çу арманĕсемпе пекарньăсем пĕчĕк промышленность пек шутланнă. Элĕк шкулĕ çумĕнчех тимĕрçĕ лаççипе столяр мастерскойĕ пулнă. Çавăн пекех район çыннисем алĕç енĕпе те палăрнă. Вĕсене вара вырăнти пасарта сутса тупăш илнĕ. Ун чухне кашни юнкун пасар пулнă.
Элĕк салинчи колхоз 1929 çулта пуçланнă. Вăл «Хĕрлĕ маяк» ятлă пулнă. Кĕçех вăл та арканнă. 1930 çултан вара «Большевик» ял хуçалăх артелĕ йĕркеленнĕ. И.Багров председательте ĕçленĕ. Çав колхоз 16 хуçалăха пĕрлештернĕ. 1932 çулта Элĕк салинче МТС ĕçлеме пуçланă. Политпай начальникне П.Павлова лартнă. МТСне пуçарни районти хуçалăхсене аталанма самаях пулăшса пынă. 1933 çулта района 25 плуга, «Интер» маркăллă тракторсем илсе килнĕ. Çавна май трактористсен курсĕсем уçăлнă. Арçынсем кăна мар, хĕрарăмсем те тракторпа ĕçленĕ, хастарлăхпа палăрнă. Чи пĕрремĕш трактористкăна Куракăшри Евдокия Шлябинăна палăртмалла. Ытти хĕрсем те тракторпа чупнă: Евлампия Илларионова (Куракăш), Мария Кириллова (Асамат), Феодосия Михайлова (Тури Карачура). Ĕçĕ çăмăл мар пулин те вĕсем районта чи лайăх трактористкăсем шутне кĕме пултарнă. МТС хуçалăхсене аталанса пыма майсем туса панипе пĕрлех политпай «Колхоз сасси» хаçат та пичетлесе кăларнă.
Станци тракторисчĕсем çуркуннехи-кĕркуннехи тапхăрта çĕрĕн-кунĕн уйри ĕçсенче тăрăшнă. Тĕрлĕ çулсенче МТСне В.Степанов, Г.Шепелев, А.Быков, П.Куликов, И.Яхваров ертсе пынă. 1958 çулта МТС çĕнĕлле йĕркеленнĕрен («Элĕкри ял хуçалăх техники» ятпа) унти мĕнпур техникăна колхозсем çумне çирĕплетнĕ. Кашни ялтах хуçалăхсем те хăйсен ячĕсене тата хуçисене улăштарса пынă. Акă, сăмахран, 1927 çулта Мăн Тукташра «Крестьянин» колхоз, кайран «Заря» пулнă. Вырăс Сурăмĕнчи колхоз Калинин ячĕпе хисепленсе тăнă. Унччен «Поселок» коммуна пулнă вăл. Мăн Вылăри «Красная Выла» Ульянов ячĕллĕ колхоз пулса тăнă. Ку хуçалăх паянхи кун та хăйĕн ĕç-хĕлне малалла тăсать, çулран çул ÿсĕмлĕхпе палăрать. Кĕçĕн Тăван ялĕнчи колхоз «Гвардеец» ятпа тăнă, кайран Свердлов ячĕллĕ хуçалăха йĕркеленнĕ. Тавăтри колхоз «Росток» хыççăн «Таутово» ятпа тăнă. Йăлкăшри «Çĕнĕ вăя» юлашкинчен «Дружба», Шĕмшешри «Большевика» каярахпа «Шумшевашский» ят панă. Тени салинче «Çамрăк хресчен» пулнă, кайран «Прог-ресс», Чулкаç ялĕнчи «Смычка» колхоз, «Волга», Эренарти «Коммунар» хуçалăх «Динамо» хуçалăх пулса тăнă, Çирĕккассинчи колхоз «Самолет» ятпах юлнă. Элеккенушкăньри «Арăслан» кайран «Пучах» колхоз, Крымсарайккăри «Пионер» - «Родина», Чăваш Сурăмĕнчи «Серп и молот» хуçалăх кайран «Сорма», Ехремкассинче - «1-мĕш май» хуçалăх кайран «Правда», Юнтапари колхоз малтан «Алмаз» пулнă пулсан, хыççăн «Слава» колхоз пулса тăнă, Тури Карачурари «Ленин çулĕ» колхоз халĕ «Авангард» хуçалăх, Питĕш- кассинчи «Строитель» хыççăн «Мир» колхоз шутланнă. Асăннă хуçалăхсенчен чылайăшĕ арканнă пулин те, Элĕк районĕн экономика секторĕнче ял хуçалăх тĕп вырăнтах тăрса юлнă. Паянхи куна районта 11 ял хуçалăх предприятийĕпе 60 хресчен-фермер хуçалăхĕ шутланать. Кăçалхи январь-июнь уйăхĕсенче мĕнпур категориллĕ ял хуçалăх предприятийĕсенче продукци туса илесси 107,5 процентпа танлашать. Çак кăтартусемпе пирĕн район республикăра иккĕмĕш вырăнта пырать. Апла пулсан, Элĕк малаллах талпăнать, çĕнĕ пурнăçпа тан пыма тăрăшать, пур енлĕн аталанать.
А. СИЛИВЕСТРОВА.