01 сентября 2017 г.
Тин кăна шкулсенче юлашки шăнкăрав янăранăччĕ. Сисмерĕмĕр те, Пĕлÿ кунне кĕтсе илтĕмĕр. Çак кун çунатлă ачалăх çулĕсем, пĕрремĕш шăнкăрава хуллен кăна хумханса итлени, вĕрентекенсем çитĕнÿсем пиллени, хаклă хăнасем саламлани, вĕренÿре маттуррисене чыслани аса килет. Паллах, хăйсен кун-çулне вĕренÿ ĕçне çыхăнтарнă педагогсемшĕн кашни сентябрĕн 1-мĕшĕ - пурнăçăн çĕнĕ тапхăрĕ евĕрлех.
Паян районти 1668 хĕрачапа арçын ача парта хушшине лараççĕ. Ĕнер кăна ача садне çÿрекен 176 ача пирвайхи хут алла букварь тытĕ. Кашни вĕренÿ учрежденийĕнчех тепĕр 3, 5 е 10 çултан хамăр мĕнле аталанни тата хамăр пултарулăха еплерех аталантарма пултарни çинчен классенче «Малашлăха ăнтăлакан Раççей» тематика урокĕсем иртĕç. Çак урока педагогсен, обществăлла деятельсен, Пĕтĕм Раççейри халăх фрончĕн представителĕсен пуçарăвĕпе ирттерме палăртнă. Экспертсен шучĕпе, шкул ачисен паянхи Раççейре хăйсен вырăнне тата унăн аталанăвне пĕлмеллине, малашнехи çул-йĕре тĕрĕс палăртмаллине, патшалăх шантаракан экономика тата социаллă хăрушсăрлăх условийĕсенче çемье çавăрмаллине асра тытмалла. Тематика урокĕнче Раççейри экономика инновацийĕн аталанăвне, пурнăçа кĕме пултаракан проектсене, çут çанталăка, наукăпа технологие сыхласа хăварассине, çавăн пекех патшалăх тата политика хăрушсăрлăхне те пăхса тухĕç.