01 сентября 2017 г.
Çемье тĕрекĕ, ачасен пуласлăхĕ, çĕршыв малашлăхĕ - çирĕп сывлăхлă çынсенче. Шел пулин те, хальхи вăхăтра чирлекенсен йышĕ ÿссех пырать. Айăпĕ вара тĕрлĕрен пулать, çут çанталăкри тасамарлăх, вăй питти çынсем эрех-сăра ĕçни, пирус туртни, наркăмăшла шĕвеке ăша ярса хăйсен сывлăхне хавшатни. Çавна пулах ачисен малашлăхне пĕтерсе хураççĕ. Сывлăх пулсан - çын ĕçлет те, савăнать те.
Çынсен пурнăçĕпе сывлăхне сыхласси, чирсене маларах тупса палăртасси тата вĕсене асăрхаттарасси - паянхи чи пĕлтерĕшлĕ ĕçсенчен пĕри. Вăхăтра кÿнĕ медицина пулăшăвĕ те çынна туллин ĕçлеме тата пурăнма, ачисемпе мăнукĕсене пăхса çитĕнтерме, спортпа туслашма май парать. «Сывă пулсан пурте пулать», - тенĕ ваттисем. Спортпа тата физкультурăпа туслă пулни çынна умри тĕллевсене пурнăçа кĕртме, сиенлĕ йăласенчен аяк-ра тăма пулăшать. Юнтапа ял тăрăхĕнче пурăнакансене сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăнма хăнăхтарас тĕллев-пе пысăк ĕç туса ирттереççĕ. Вĕренÿ, культура, спорт, сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсенче, культурăпа массăллă çын пухăнакан тата спорт мероприятийĕ пыракан вырăнсенче тахçанах пирус сутма чарнă ĕнтĕ. Çавăн пекех пирус туртма юракан вырăнсем йĕркеленĕ, унăн сиенĕ çинчен калакан информацие вырнаçтарнă. Çитĕнсе пыракан ăрăва унăн сиенĕнчен хăтарас тĕллевпе Юнтапа шкулĕнче çулсеренех тĕрлĕ акци, ÿкер- чĕксемпе плакатсен конкурсĕ, класс сехечĕсем, «Эпир пируса хирĕç тата сывă пурнăç йĕркине пăхăнатпăр» темăпа смотрсемпе конкурссем, Сывлăх кунĕсем иртеççĕ. Вĕсенче ашшĕ-амăшĕ те хастар хутшăнаççĕ.
Ял тăрăхĕнчи библиотекăсенче çитĕнсе пыракан ăрăва наркоманипе алкоголизма тата пируса хирĕç кĕрешессипе тăтăшах «çавра сĕтелсем», тематика каçĕсем, кĕнеке куравĕ- сем ирттереççĕ. Библиотекăсем çумĕнче ĕçлекен «Этикет шкулĕ», «Сывлăх» кружоксенче хастарсем тĕрлĕ литературăпа паллашнисĕр пуçне ку е вăл чиртен мĕнле сывалмаллине тишкереççĕ. Çавăнпа та çак ĕçе час-часах Юнтапари пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕн ĕçченĕ- сене те явăçтараççĕ. Медицина учрежденийĕнче «Сахăр диабечĕпе чирлекенсен шкулĕ», «Астма-шкул», «Гастрошкул», «Артери гипертонийĕпе чирлекенсен шкулĕ», «Нумай çул пурăнакан хастарсен шкулĕ» сывлăх шкулĕсем ĕçлеççĕ. Санбюллетеньсем тăтăшах çĕнелсе пынăран вара чирсем çинчен ытларах пĕлме май парать.
«Юлашки вăхăтра кальян туртакансен йышĕ ÿсни пăшăрхантарать. Каччăсем кăна мар, хĕрсем те çак наркăмăша çăвара хыпаççĕ. Хамăр айванлăха пула çирĕп сывлăха та ним шухăшсăр пĕтерме тата çухатма пулать. Çыннăн пурнăçĕ унăн пурнăç йĕркинчен нумай килет. Теприсен шухăшĕпе, хăйсем мăнтăрланнипе кĕрешме пирус туртни пулăшать тенине те илтме пулать. Тĕрĕс шухăш мар ку. Туртни кĕлетке виçине чакармасть, хырăм выçнине кăшт çеç лăплантарать. Пирус туртакансемпе юнашар тăни те сывлăхшăн сиенлĕ пулнине манас марччĕ», - шухăшне палăртать Юнтапари пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕн медсестри Алина Афанасьева.
Пурнăçра чи кирли - сывлăх. Укçа пулсан-пулмасан та ăна туянма çук. Чыса кăна мар, сывлăха та çамрăкран упрамалла. Таса сывлăхлă, çирĕп вăй-халлă пулас тесен ÿт-пĕве кашни кун çирĕплетмеллине, пурнăçа юратмаллине тĕпе хураççĕ Юнтапа ял тăрăхĕнче пурăнакансем.
В.СИВВИ.