08 сентября 2017 г.
Ача пурнăçĕ тата аталанăвĕ çине республикăра кăна мар, районсенче те пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Пĕчĕккисене валли выляма тата спортпа туслă пулма пулăшакан ятарлă вырăнпа çыхăннă ыйтусене татса пама тăрăшаççĕ.
Тавăт ялĕнче ытларикун, сентябрĕн 5-мĕшĕнче, ача-пăча лапамне уçрĕç. Ăна валли ку ялта культура çурчĕ çумĕн-чи культурăпа кану тата спорт паркĕнче пĕчĕк мар вырăн уйăрнă. Савăнăçлă лару-тăрура асăннă лапама уçнă çĕре шкул ачисем, ача садне çÿрекенсем тата юнашар ялсенче пурăнакансем пуçтарăннă. Ача-пăча валли кунта хăйăр купи, чуччусем, карусель, турник, тренажерсем пур.
Уяв программине ялти библиотека заведующийĕ Ритта Егорова уçнă. Ун хыççăн Тавăт ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Анатолий Васильев ачасемпе пĕрле хĕрлĕ хăю каснă.
Ача-пăча лапамне уçнă ятпа ача садне çÿрекенсем хушшинче эстафета та ирттернĕ. Шкул ачисем вара вăл вăхăтра туртăнассипе тата армрестлинг енĕпе ăмăртнă.
Ачасем кунашкал парне туса панăшăн питĕ савăннă. Вылямалли тата çан-çурăма çирĕплетмелли вырăна кĕске вăхăтра хатĕрлесе лартассишĕн тăрăшса, вĕсем тĕрлĕ хатĕрсене вырнаçтарнă тата пуçтарнă çĕре те питĕ хастар хутшăннă-çке. Халĕ ĕнтĕ Тавăт ял тăрăхĕн ачисем илемлĕ паркра выляма та, уçă сывлăшпа сывлама та, хăйсен тантăшĕсемпе хутшăнма та çăмăллăнах пултараççĕ.
Ачасем ашшĕ-амăшĕшĕн кăна мар, пĕтĕм çĕршыв пуянлăхĕ вĕт. Çавăнпа та тĕпренчĕксем епле ÿсесси тата вĕсем мĕнле çын пуласси пĕтĕмĕшлех аслисенчен килет те.
А.Силивестрова.