15 сентября 2017 г.
Çăкăр пĕçерекене яланах ырланă. Халĕ те çаплах. Элĕкри çăкăр заводне чылай çул Александр Никифоров ертсе пырать. Кунта пурĕ 4 бригада тăрăшать: 2-шĕ çăкăр, тепĕр 2-шĕ кондитер изделийĕсене пĕçереççĕ. 31 çынран тăракан коллективра ĕç те ăнăçать. Юлашки çулсенче районти çăкăр заводĕнче чылай улшăну пулса иртнĕ. Çăкăр пĕçермелли çĕнĕ оборудовани вырнаçтарни тата ĕç условийĕсене лайăхлатни çăкăр пахалăхне ÿстернине палăртма кăмăллă.
Çăкăр завочĕн территорине çывхарнă май тутлă шăршă сăмсана кăтăклать. Кунта çăкăр-батон кăна пĕçермеççĕ-çке, 80-а яхăн продукци туса кăлараççĕ. Продукцие мĕнпур технологие пăхăнса пĕçересси вара Татьяна Евсеева технологран нумай килнине палăртрĕ Александр Никифоров. «Пултаруллă çамрăк çÿхÿпе хуплăва тата кукăле илемлетсе, чустаран темĕн тĕрлĕ эрешсем касса кăларса капăрлатать. Районта иртекен пысăк уявсенче унăн аллипе капăрлатса пĕçернĕ çимĕçе курава тăрататпăр, вĕсене район çыннисем тата хăнасем пысăк хак параççĕ. Акă, район юбилейĕ тĕлне ялава та, Элĕк салинчи паллă вырăнсене те чустаран хатĕрлерĕ Татьяна», - каласа парать Александр Николаевич. Юлашки вăхăтра магазинсенчи сентресем çинче «Вĕри çăкăр» тесе çырнине курма пулать. Халĕ тин кăна пиçсе тухнă çăкăра тÿрех магазинсене ăсатнине пĕлтерет ертÿçĕ.
Хамăр патра туса кăларнă çăкăр-батона мĕн çиттĕр; Çав çăкăра хамăр алăпа туса илетпĕр-çке. Унра çĕр çыннин тăварлĕ тарĕпе пĕрлех ирсерен çунă лăпкă çумăр сипечĕ те пĕрлешнĕ. Александр Никифоров палăртнă тăрăх, унăн ытарайми тутипе шăрши чуста çăрнă чухне хими хутăшĕсемпе усă курманнинчен тата рецептпа режима пăхăннинчен нумай килет. Чуста çăрнă çĕре шыв, тăвар, çĕпре, çăнăх çеç яраççĕ. Ытлашши япала нимĕн те çук. Çăкăр пĕçерекенсем хăйсен ĕçне чунне парса пурнăçланăран продукци тутлă пиçет. Диспетчерсем кирлĕ хутсем çыраççĕ те çăкăр машина çине тиенсе районти магазинсем тăрăх леçĕнет.
«Çăкăр заводĕнче печени-пĕремĕкĕ те тĕрлĕрен. Пĕлтĕр Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пирĕнтен «Аликовский» пĕремĕк пуррине ыйтнăччĕ. Шел пулин те, вăл вăхăтра ун пек ятлă пĕремĕк пĕçермен кунта. Кăçалхи май уйăхĕнчен çĕнĕ рецептпа «Аликовский пряник с имбирем» пĕремĕк тухма пуçларĕ. Халăх хапăлласах туянать ăна», - ĕçри хăш-пĕр самантсем çинче чарăнса тăчĕ Александр Николаевич. Тухтăр-и эс, çăкăр пĕçерекен-и - кирек хăш ĕçе юратса пурнăçласан малалла ăнтăлма пулать. Ахальтен мар ĕнтĕ Элĕксен продукцине Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнче хаваспах туянаççĕ, Элĕксен продукцийĕ Йошкар-Ола хулине тата Киров облаçне 2-3-шер тонна ăсанать.
В.НИКИФОРОВА.