15 сентября 2017 г.
Шкул çулне çитмен тĕпренчĕксене аталантарма, воспитани пама сахал мар вăй хураççĕ Тавăтри «Пучах» ача сачĕн ĕçченĕсем. Педагогсем хĕрачасемпе арçын ачасен тавракурăмне уйрăмах вăйă урлă анлăлатаççĕ. Юлашки çулсенче «Пучах» ача садне 80-а яхăн ача çÿрет. Кăçал шкул çулне çитменнисен учрежденийĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕн грантне - 200 пин тенкĕне çĕнсе илни те педагогсене малалла хавхаланса ĕçлеме май парать.
Шкул çулне çитменнисемшĕн кунта пĕтĕмпех интереслĕ. Пĕчĕкскерсене вăйă тĕнчинче питĕ хăтлă. Вĕсем ÿссе çитсе кам пулассине те хальтерех палăртма пулать. Пĕри, авă, «Парикмахерскинчен» тухма пĕлмест, тепри тухтăрла вылять, теприне вара чăн артист тейĕн. Ача сачĕ хăйĕн алăкне пирвайхи хут уçнăранпа 34 çул çитнĕ. Шкул çулне çитменнисен учрежденийĕшĕн çакă пухăнса пынă пурнăç опычĕ. Ача садне 1980 çулта çĕклеме пуçланă. Колхоз ĕçченĕсем хăйсен вăйĕ-пе ясли-сад тума тытăннă. 1985 çултанпа ача садне Маргарита Алексеева ăнăçлă ертсе пырать.
90-мĕш çулсенче çĕршывра йывăр экономика тапхăрĕ пуçланнă. Çакă ача сачĕсене те пырса тивнĕ, садиксем хупăннă. Çак йывăрлăха пăхмасăр Тавăтри ача сачĕ сыхланса юлнă. Маргарита Семеновна садикра физкультура тата музыка залĕсене уçма шутлать. 1995 çулта район администрацийĕн постановленийĕпе килĕшÿллĕн ясли-сад «Пучах» ача сачĕ пулса тăрать. Калас пулать, Маргарита Алексеева педагогсен професси ăсталăхне ÿстерессипе сахал мар ĕçлет, ашшĕ-амăшĕпе те çыхăну çирĕпленет. 2003 çулта ача садĕнче талăкĕпех йышăнмалли ушкăн уçăлать.
Паянхи ача сачĕ - ачасемшĕн иккĕмĕш кил. Воспитательсене вара чи малтанах ашшĕ-амăшĕ пысăк пулăшу кÿрет. Вĕсем ача сачĕн пурнăçне хастар хутшăнаççĕ. «2014 çултанпа «Пучах» ача сачĕ «Художествăпа эстетика аталанăвĕ» вĕренÿ облаçĕн пилот площадки шутланать. Кăçалхи майăн 7-мĕшĕнче ача садĕнче респуб ликăри педагогсен стажировки иртрĕ. Унта районсенчи 56 воспитатель хутшăнчĕ. Пирĕн воспитательсем Алина Скворцова, Алина Комиссарова, Лариса Петрова кунта хастарлăхпа палăрчĕç», - каласа парать Маргарита Алексеева.
Ача садĕнче чăваш чĕлхине сыхласа хăварасси çине питĕ пысăк тимлĕх уйăрнине те палăртса хăварас килет. Воспитательсем хăйсем те республика шайĕнчи конкурссене тăтăшах хутшăнаççĕ. Кăçал, сăмахран, майăн 24-мĕшĕнчен пуçласа августăн 22-мĕшĕччен республикăра «Чи лайăх методика хатĕрленĕвĕ» конкурс иртрĕ. Унта Чăваш Енри 40 педагог хутшăннă, чăвашла ĕçсем тăратнă. Жюрисем Тавăтри ача сачĕн Алина Комиссаровăн ĕçне пысăк хак панă. Вăл çĕнтерÿçĕ пулса тăнă. Çавăн пекех пуян опытлă педагогсем çулсеренех «Çулталăк воспитателĕ» конкурса та хастар хутшăнаççĕ. Кăçал унта Алина Скворцова çĕнтернĕччĕ. 2014 çулта Лариса Петрова Чăваш Республикин Пуçлăхĕн грантне те çĕнсе илнĕччĕ. Кăçал та çитĕнÿсем çук мар. Алина Комиссаровăпа Лариса Петрова ачасене тата çамрăксене ăс-хакăл тĕлĕшĕнчен тата патриотизмла воспитани парас ĕçре методика материалĕсен конкурсĕнче палăрнă.
«Коллективра ĕçе чунтан парăннă çынсем тăрăшаççĕ. Вĕсем пурте пысăк опытлă, пултаруллă. Ачасемпе тÿрех пĕр чĕлхе тупса тĕрлĕ вăйăсене явăçтарма пултараççĕ. Нумай конкурса, фестивале хутшăнаççĕ, хăйсен ăсталăхне туптаççĕ. Ачасене тĕрлĕ енлĕ аталанма садикра условисем çителĕклĕ», - палăртать Маргарита Алексеева.
«Пучах» ача садне çÿрекен хĕрачасемпе арçын ачасем кашни çул республикăри халăх пултарулăхĕн «Хунав» конкурс-фестивалĕнче тата «Эпĕ пĕчĕкçĕ чăваш» сăвă вулакансен видеоконкурсĕнче, СССР халăх артистки Вера Кузьмина ячĕллĕ регионсем хушшинчи илемлĕ сăмах ăстисен конкурсĕнче çĕнтереççĕ.
Вера МОРОЗОВА.