АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сурăмсен хăпартланмалли ĕçсем пурах

15 сентября 2017 г.

Сурăмсен хăпартланмалли ĕçсем пурах

Кăçал çанталăк нихçанхинчен ытларах та ял хуçалăх ĕçченĕсене хăйне пăхăнтарать. Выльăх-чĕрлĕхе валли утă хатĕрленĕ чухне те çĕр ĕçченĕн чăтăмлăхне палăрмаллах тĕрĕслерĕ. Пĕр тапхăр татти-сыпписĕр çумăр çунă хыççăн апат хатĕрлеме те кун туса пачĕ темелле. Канма пĕлмесĕр, вăхăта пăхмасăр тенĕ пекех ĕçлесе кил хуçалăх тытакансем те, ял хуçалăх предприятийĕсем те çителĕклех апат хатĕрлерĕç. Вырма пуçлансан та çĕр ĕçченне сÿрĕкленме памасть çанталăк. Паян сап-сарă хĕвелпе савăнтарать те ыран çумăр çутарать. Çапла майпа ĕçе çине тăрса пурнăçламаллине асăрхаттарать.

«Новый путь» ял хуçалăх предприятийĕн çĕрĕ Элĕк – Ишек автоçул хĕррипе те вырнаçнăран тыр-пул ÿснĕ тапхăрта вĕсене пăхса чылайăшĕ киленет. Сурăмсен тыр-пул хирĕ пĕр тикĕс пулнăран тинĕс евĕрех туйăнать, çум курăкĕ те асăрхаймăн кунта. Пĕр ĕç хыççăн тепри черетленсе пыни те куç умĕнчех. Çакна иртнĕ кунсенче кăна тĕш тырă культурисене вырса илнĕ лаптăксем çинче тракторсем кĕрлени, вĕсем кĕрхи суха ĕçĕсене пурнăçлани те çирĕплетет. Чăваш Сурăмĕнчи, Мăн Шĕвĕшри йĕтемсем çинче акă ирхи сакăр сехетренех ĕç шавĕ тăрать. 5-6 çынран тăракан ушкăнсем уйран килнĕ тырра аллассипе ĕçлеççĕ.

Вăхăтăн-вăхăтăн çумăр çусах тăнăран тĕш тырă уйран чĕрĕрех килет. Тырра чи малтанах ЗАР-5 агрегат витĕр алласа кăлараççĕ. Тĕш тырă культурисене типĕтсе кĕртнĕ чухне кунта уяр çанталăкпа та туллин усă кураççĕ. Алланă тырра йĕтем айне хунипе пĕрлех уçă пĕлĕт айне бетонланă çĕре те тăкаççĕ. Йĕтем çинче ĕçлекен рабочисем яра куна темиçе хутчен те пăтратаççĕ ăна. Чăваш Сурăм йĕтемĕ çинчи ĕç-хĕле йĕркелесе пыракан Алексей Михайлов, Мăн Шĕвĕшри йĕтем çинчи Иван Кузьмин весовщик палăртнă тăрăх, хĕвел питтинче самаях кушăхать тырă. Çавăн пекех Мăн Шĕвĕшри йĕтем çинче пĕлтĕр туяннă хăватлă «сушилка» тырă типĕтет. Пĕр сменăра 40-50 тонна типĕтеççĕ вĕсем. Ку чухне мĕн чухлĕ типĕтесси çине тырă нÿрĕклĕхĕ те пысăк витĕм кÿрет.

Хуçалăх ĕçченĕсемпе калаçатăп та: тырă тухăçлăхĕ япăхах мар-мĕн, вăтамран 28-29 центнерпа танлашать. Çав вăхăтрах, сăмахран, ыраш пĕр гектартан 31 центнер, пăрçа 32 центнер тухнă. Ку чухне çанталăкпа пĕрлех çĕр пулăхлăхне ÿстерессипе мĕнле ĕçлени те, калчасене апатлантарни те, хурт-кăпшанкăпа тĕрлĕ чир-чĕртен сапни те пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртать Николай Тихонов агроном. Агротехника вăхăтĕнче акни те, пахалăхлă вăрлăхпа усă курни те тырă тухăçлăхĕнче çырăнать. «Новый путь» ял хуçалăх предприятийĕнче вара çÿлерех асăннă мĕнпур ĕçе палăртнă вăхăтра пурнăçлама тăрăшаççĕ. Асăннă ял хуçалăх предприятийĕнче çитес çулхи тухăçшăн кăçалах тимлеççĕ. Ятарлă ушкăнсем Чăваш Сурăмĕнчи тата Мăн Шĕвĕшри производство участокĕсенче вăрлăхлăх тырă алласа хатĕрлеççĕ. Тырă вăрлăхне çĕнетессине те тĕпе хураççĕ. Ку енĕпе çулсеренех япăх мар ĕçлеççĕ. Сăмахран, çураки валли 2-шер сорт урпапа пăрçа туяннă, тулă кÿрсе килнĕ. Çавăн пекех кĕраки валли 6,5 тонна тулă янтăланă.

Тĕш тырă культурисенчен пушаннă лаптăксене хыççăнах тирпейлесе пыраççĕ. Улăма преслас ĕçе Михаил Егоров, Александр Тимофеев, Станислав Никитин, Николай Арсентьев механизаторсене явăçтарнă. Рулонсене çийĕнчех Александр Семенов, Вячеслав Константинов, Михаил Васильев МТЗ-82 тракторпа турттарса тăраççĕ. Обществăлла выльăх-чĕрлĕх валли янтăланă улăма пĕтĕмĕшлех ферма çывăхне купалаççĕ. Аякранах курăнаççĕ шăкăрин ларакан темĕн пысăкăш утă-улăм скирчĕсем. «Новый путь» ял хуçалăх предприятийĕ кунта тăрăшакансен килти хушма хуçалăхĕнчи выльăх-чĕрлĕхне валли те улăмпа тивĕçтерет. Ĕçлекене, пай çĕрĕсен хуçисене çулсеренех тырă-улăм парать. Çавăнпа ĕнтĕ Сурăм тăрăхĕнче пурăнакансенчен чылайăшĕ ĕçе яваплăха туйса çÿрет. Вĕсенчен кашниех ял хуçалăх предприятийĕ çителĕклĕ апат хатĕрлесен ял çыннин ĕни выльăхĕ те тутă пулнине аванах ăнланать. Çакă вара ĕçлеме хавхалантарниех!

Улăмран пушаннă уя вара сухалакан техника кĕрет. Ку енĕпе Валерий Прокопьевпа Станислав Филиппов механизаторсем уйрăмах пуçарулăх кăтартаççĕ. Сĕм çĕрлечченех ĕçлет техника уйра. Кĕр акине вăхăтра пурнăçласси ытларах вĕсенчен килнине тĕпе хурса тÿрĕ кăмăлпа ĕçлеççĕ сухаçăсем. Вĕсем хыççăнах ĕçе çĕре шуратса хăваракансем тухаççĕ. Иртнĕ тапхăрта «Новый путь» хуçалăхра 145 гектар кĕрхи ырашпа 85 гектар тулă акса хăварнă. Кунпах кĕрхи ака вĕçленменнине палăртать Николай Тихонов агроном. Ĕçлекен çынна вара апатпа тивĕçтерес ыйтăва та пĕтĕмĕшле татса панă кунта. Уйра техникăпа ĕçлекенсем çеç мар, йĕтем çинче тăрăшакансем те ĕç вырăнĕнчен аякка пăрăнмасăрах апатланаççĕ. Сăмах май, ферма ĕнисемпе уйра çÿрекенсем те унчченхилле хăйсемпе пĕрле кăнтăрлахи апат чиксе тухмаççĕ. Вĕсем патне те столовăй ĕçченĕсем çÿреççĕ. Эппин, уйра çÿрекен мĕнпур ĕçчен тутă.

Ытти чухне те алă усса ларман вырăнти строительсемшĕн те халĕ хĕрÿ тапхăр. Анатри Юлăшри сĕт-çу комп-лексĕнче пăруламалли ĕнесене валли ферма çуртне тăвас ĕç вĕçленсе пырать. Чăваш Сурăм производство участокĕн строителĕсем вара ултă уйăха çитмен пăрушкасене валли ферма çурчĕ тăвассипе тимлеççĕ. Питрав кунĕсем хыççăн уйрăм предпринимателе явăçтарса блок плитасем вырнаçтарнă. Яланхиллех ытти ĕçсене вара хуçалăх строителĕсем пурнăçлаççĕ. Хуларан ятарлă автотранспорт хатĕр бетон кÿрсе килнĕ. 5-6 арçынран тăракан ушкăн унпа ферма урайне, хыççăн йĕри-тавралла тата çамрăк выльăха тулта уçăлса тăмалли вырăна сарнă. Пĕтĕмпе пĕр фермăна ку тĕлĕшпе хăтлăх кĕртме 36 машина бетон кайнă. Строительсем пĕлтернĕ тăрăх, хуçалăхра 2017 çулхи иртнĕ тапхăрта кăна кун йышши 110 машина бетонпа усă курнă. Геннадий Александров, Роман Иванов сварщиксем тата Владимир Павлов слесарь кĕске вăхăтрах пĕчĕк пăрушкасене валли уйрăм пÿлĕмсем туса тухнă. Халĕ вĕсем çамрăк выльăха уçăлмалли карта тытассипе тимлетчĕç. Çитес тапхăрта вĕсем çĕнĕ ферма çуртĕнче шыв кĕртес тата тислĕке кăларакан транспортер вырнаçтарассипе ĕçлеме тытăнĕç. Строительсен вара кантăксем валли чÿрече рамисем маçтăрламалла. Ĕç-хĕл мĕнле пынине ял хуçалăх предприятийĕн тĕп строителĕ Виталий Орлов сăнаса тăнипе пĕрлех Иван Игнатьев ертÿçĕ те куçран вĕçертмест. Кунне темиçе те çитсе килет строительство объекчĕсене. Сăмах май, Иван Николаевича ĕç-хĕле пÿлĕмрен сăнаса ларакан ертÿçĕсен шутне кĕртмелле мар-ха. Яра куна вăл ферма ĕçченĕсемпе те, уйра ĕçлекен механизаторсемпе те тĕл пулать. Мĕнпур объектри ĕçе пĕтĕмĕшле пĕлсе тăрать.

Çапăçу хирĕнче пĕччен салтак çĕнтерÿçĕ мар текен каларăш «Новый путь» ял хуçалăх предприятийĕнче тăрăшаканăн ĕçне питех те лайăх сăнлать. Специалистсемпе ахаль ĕçченсем юнашар пĕрле канашласа ĕçлесе ял хуçалăх предприятине аталантараççĕ, пысăк кăтартусем тăваççĕ.

Эльвира КУЗЬМИНА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика