АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Район кун-çулĕнчен

15 сентября 2017 г.

Район кун-çулĕнчен

- ВЦИК Президиумĕ 1927 çулхи сентябрĕн 5-мĕшĕнче «Чăваш АССР-ĕнче районсем йĕркелесси çинчен» постановлени кăларнă. Унпа килĕшÿллĕн 5 уеспа 55 вулăс вырăнне 17 район туса хунă, вăл шутра Элĕк районĕ те йĕркеленнĕ.

- ВЦИК Президиумĕн постановленийĕпе килĕшÿллĕн Чăваш Енри çĕнĕ административлă территорилле тытăма 1927 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕнче кĕртнĕ. Ун чухне пĕтĕм республикипех Канашсен пĕрремĕш район съезчĕсем иртнĕ хыççăн район Канашĕсене суйланă. Район Канашĕсем вара исполком суйланă.

- 1939 çулхи декабрĕн 24-мĕшĕнче рабочисен, хресченсен тата хĕрлĕ çар депутачĕсен Канашĕн Элĕк район исполкомне Чăваш АССР депутачĕсен Канашĕн Элĕк район исполкомĕ ят панă.

- 1962 çулхи декабрĕн 20-мĕшĕнче Чăваш АССР Аслă Канашĕн Президиумĕ районсенче ял тăрăхĕсем тата хула евĕрлĕ пунктсем çине уйăрма постановлени йышăннă.

- Ăна 1963 çулхи февралĕн 1-мĕшĕнче ПСФСР Аслă Канашĕн Президиумĕн Хушăвĕпе килĕшÿллĕн çирĕплетнĕ. Вара 21 район вырăнне 9 ял тата 2 промышленность районĕсем тунă. Ĕлĕкхи Элĕк районĕн ялĕсене тĕрлĕрен çулсенче Вăрнар, Çĕмĕрле, Етĕрне, Муркаш, Çĕрпÿ, Ишлей, Красноармейски, Шупашкар районĕсем çумне çирĕплетнĕ.

- Рабочисене кунашкал уйăрни ĕçе йĕркелеме йывăрлăх кÿнĕ. Çавăнпа та 1965 çулхи январĕн 11-мĕшĕнче Чăваш АССР Аслă Канашĕн Президиумĕ республикăра промышленность тата ял районĕсене пĕтерсе пĕрлĕхлĕ районсем туса хума постановлени йышăннă.

- 1965 çулхи мартăн 15-мĕшĕнче ял, поселок, хула, район Совечĕсен суйлавĕ пулса иртнĕ. Çавăнтан Элĕк районĕн çĕнĕ тапхăр пуçланнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика