АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçе вăйлатмалла

19 сентября 2017 г.

Ĕнер Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ - ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов муниципалитет администрацийĕсен пуçлăхĕсемпе ирттернĕ ирхи канашлура уй-хир ĕçĕсене пĕтĕмĕшле тишкернĕ. Сентябрĕн 18-мĕшĕ тĕлне Элĕк районĕнчи ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсенче вырма ĕçĕсене 83 процент пурнăçланă. Анаткас Сурăмри Сергей Волков, Тени тăрăхĕнчи Александр Петров, Татмăшри Юрий Никифоров тыр-пул вырас ĕçе вĕçленĕ. «Рабия» тата «Александров С.И.» обществăсенче вырма ĕçĕсем питех те япăх пыраççĕ. Паянхи кунхи тепĕр чи çивĕч ыйту - çĕртме туса кĕрхисене акса хăварасси. Ку енĕпе лару-тăру районта уйрăмах çивĕч. Элĕк тăрăхĕнче 4 пин гектар ытла лаптăка шуратса хăварма палăртнă пулсан, хальлĕхе çак ĕçе 1573 гектар çинче çеç пурнăçланă. Çакă вара 37 процентпа çеç танлашать-ха. Чăваш Ен ял хуçалăх министрĕ С.Артамонов та канашлура Элĕксене ку енĕпе ĕçе хăвăртлатмаллине асăрхаттарнă. «Сентябрĕн 25-мĕшĕччен çанталăк ял çыннине ĕçлеме майсем парать-ха. Çавăнпа та çав шутлă кунсемпе туллин усă куса вырма, ака-суха ĕçĕсене вĕçлемелле», - палăртнă Сергей Геннадьевич.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика