АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăмăртăва хутшăннă кашни çын - çĕнтерÿçĕ

19 сентября 2017 г.

Ăмăртăва хутшăннă кашни çын - çĕнтерÿçĕ

Сентябрĕн 16-мĕшĕнче «Наци кросĕ – 2017» Раççейри чупу кунĕ пĕтĕм çĕршывĕпех старт илчĕ. Асăннă спорт уявне Чăваш Ен кăçал 14-мĕш хут хутшăнать. Çулсеренех спортсменсен тата спорта кăмăллакансен йышĕ ÿсни палăрать. Хальхинче те Шупашкарти заливра пурĕ 16 пин ытла çын пухăннă. Савăнăçлă лару-тăрура уява Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев уçнă. «Паян пĕтĕм Раççей старта тухĕ. Çак пысăк спорт уявĕ эпир сывă пурнăç йĕркине суйласа илнине пĕлтерет. Спортпа, физкультурăпа туслă çын кăна яланах малта пырать, ăнăçуллă. Чупăва хутшăнакан кашни çын - çĕнтерÿçĕ», - спорт уявĕпе саламланă май кроса хутшăнакансене тата спортпа физкультурăна юратакансене пурнăçра хастар пулнишĕн тав тунă.

Çавăн пекех Элĕксем те Наци кросĕнчен аякра юлмарĕç. Район çыннисем Пĕтĕм Раççейри чупу кунне хаваспах хутшăнчĕç. Асăннă спорт уявĕпе чи малтанах район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Куликов саламларĕ. Наци кросĕ сывă пурнăç йĕркишĕн пысăк пĕлтерĕшлине тата вăл халăх хушшинче вăйлах аталаннине палăртрĕ. Кашнинех вĕçне çитиччен чупса тухма вăй-хал, ăнăçлă старт сунчĕ. Кăçал ăмăртăва 200 ытла район çынни хутшăнчĕ, ытларах ачасем пулни палăрчĕ.

Чи малтанах старта VIP-чупăва хутшăнакансем тухрĕç. Кунта Чăваш Республикин техника надзорĕн Патшалăх инспекцийĕн начальникĕ - патшалăхăн тĕп инженер-инспекторĕ Сергей Вязовский, СССР тата РСФСР тава тивĕçлĕ тренерĕ Виктор Семенов, Шупашкарти Е.Николаева ячĕллĕ 8-мĕш номерлĕ шкулăн спорт енĕпе ĕçлекен директорăн çумĕ Олег Андреев тата районти предприятисемпе организацисенче, ял тăрăхĕсенче ĕçлекенсемпе пуçлăхĕсем хутшăнчĕç. Кунта пуринчен малтан финиша çитекеннисем Йăлкăш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Алексей Павлов тата район администрацийĕнче ĕçлекен Наталия Владимирова пулчĕç. Алина Комиссаровăпа Олег Данилов финиша иккĕмĕш чупса тухрĕç, Марианна Соколова тата Юнтапа шкулĕн ĕçченĕ Александр Корнилов виççĕмĕш вырăн йышăнчĕç.

Ун хыççăн ăмăртăва 7 çула çитнĕ хĕрачасемпе арçын ачасем тухрĕç. Хĕрачасенчен Валерия Петрова, Аделина Осипова, Инесса Сергеева малтисем, арçын ачасенчен Иван Гаврилов, Даниил Янович, Александр Кириллов пĕрремĕшсем пулчĕç.

8-10 çулхи хĕрачасем хушшинче Жанна Осипова пĕрремĕш вырăн, Камилла Осипова иккĕмĕш, Арина Макарова виççĕмĕш вырăн йышăнчĕç. Арçын ачасенчен Павел Фомин пĕрремĕш, Данил Орлов - иккĕмĕш, Павел Суранов виççĕмĕш вырăнсене тухрĕç.

11-12 çулсенчи ачасем те йышлăн пулчĕç стартра. Хĕрачасенчен чи пĕрремĕш финиша Арина Мешкова, хыççăн Маргарита Поликарпова, виççĕмĕш Ирина Спиридонова çитрĕç. Унтан арçын ачасем ăмăртрĕç. Кунта вара Кирилл Илларионова çитекенни пулмарĕ. Егор Макаров иккĕмĕш вырăнта пулчĕ, виççĕмĕш вырăна Кирилл Ефремов çĕнсе илчĕ.

«Наци кросĕ - 2017» ăмăртăва шкул ачисемпе пĕрлех ача садне çÿрекенсем кăна мар, аслă ăрурисем те маттур хутшăннине палăртма кăмăллă. «Хĕлхем» спорт шкулĕн директорĕ Валерий Сергеев çĕнтерÿçĕсемпе призерсене Хисеп хучĕсемпе, медальсемпе тата асăнмалăх парнесемпе чысларĕ.

К.ДАРИНИНА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика