АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сурăхсем йышлă усраççĕ

26 сентября 2017 г.

Мĕн авалтан ял çыннин кил картинчен ĕне выльăхпа танах сурăх та татăлман. Паян нумай ялта çак чĕмсĕр выльăха асăрхаймăн та. Ку тĕлĕшпе вара Тенисене ÿпкелеймĕн. Ял тăрăхĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, сурăхсен шучĕ кунта 700 пуçа яхăн. Кĕр кунĕсенче, паллах, вĕсен шучĕ чакать-ха. Уйрăмах çак выльăха Тенипе Эренар ялĕсенче пурăнакансем йышлă усраççĕ. Кармал Тенинче вĕсене тытакан кил хуçалăхсем сахалтарах, Хирлепре вара вуçех те çук. Кармалти Сергей Илларионов, сăмахран, чĕмсĕр выльăх тытни усси пуррине тĕпе хурса çулсеренех вĕсен шутне ÿстерсе пырать. Паянхи куна унăн кил хуçалăхĕнче сурăхсен шучĕ 100 пуçа яхăн. Çавăн пекех Вячеслав Ильин та 50 пуç ытла ăратлă сурăхсем тытать. Кунсăр пуçне Тенири Николай Петровăн, Татьяна Ильинан, Кармалти Анатолий Прохоровăн хуçалăхĕсенче çак выльăха тытни усăллă тесе шутлаççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика