26 сентября 2017 г.
Чăвашсен ырă йăлисене упраса хăварасси пирĕнтен нумай килет. Раççейри Экологи тата Чăваш Енри Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкне халалласа сентябрĕн 23-мĕшĕнче Çĕмĕрле районĕнче Тăванти культурăпа сывлăх центрĕнче Чăваш Енри ялсенчи йăла-йĕркен «Пилеш мăй çыххийĕ» этно-фествалĕ иртнĕ. Унта республикăри пултарулăх коллективĕсем, пĕччен юрлакансем, ал ĕç маçтăрĕсем «Вăрманкас» ятпа хутшăннă.
Этно-фестивальте интерактивлă лапамсем ĕçленĕ. «Этно-Ритм» лапамра музыка инструменчĕсемпе калакансем пухăннă. Вĕсем чăваш халăх инструменчĕсемпе - параппанпа, шăпăрпа, шăхличпе, тăм шăхличпе, хуткупăспа ăста каланă. «Маçтăрсен хули» лапамра халăх ăстисен капăрланмалли япалисен, теттесене, тумтир туянма май пулнă. Çакăнтах ăстаçă уроксем те иртнĕ. Уява пухăннисем пилешрен теттесемпе шăрçасем, вĕтĕ шăрçаран илемлĕ япаласем тума, чăваш тĕррин вăрттăнлăхĕсене вĕреннĕ. «Вăйăсен лапамĕнче» фольклор ушкăнĕсен пултарулăхĕпе киленнĕ тата авалхи вăйăсене вылянă.
«Пилеш мăй çыххийĕ» фестивале пирĕн ентешсем те хутшăннă. Кĕçĕн Тăванти «Тăванлăх» тата Вутланти ăсталăхĕпе коллективĕсем пултарулăхпа палăрнă. Вĕсем кашниех кил картисем хатĕрленĕ, вăл е ку ял мĕнле пулса кайнине каласа панă. Конкурссенче авалхи йăла-йĕркене тĕпе хурса вырăнти наци апачĕпе паллаштарнă. Çавăн пекех Элĕксем пилеш аллейине лартнă çĕре те хастар хутшăннă.
Пĕтĕмлетÿсем тăрăх, Кĕçĕн Тăван ял клубĕ «Чи лайăх кĕтсе илекен кил карти» номинацире çĕнтерÿçĕ пулса тăнă тата «Пилеш мăй çыххийĕ» районсем хушшинче иртекен конкурсăн Гран-прине çĕнсе илнĕ. Унсăр пуçне «Тăванлăх» фольклор ушкăнне фествале хутшăннăшăн Тав çырăвĕпе чысланă. Вутлан ял клубĕн пултарулăх коллективĕ «Чи пысăк кукăль» номинацире 1-мĕш степенльĕ диплом çĕнсе илнĕ. Коллективсене асăнмалăх парнесем панă. Положенипе килĕшÿллĕн Кĕçĕнтăвансене тепĕр этно-фестиваль ирттерме «Пилеш мăй çыххийĕ» этно-фестиваль эмблемине ÿкернĕ куçса çÿрекен ялава панă.
В.НИКИФОРОВА.