АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çемьене йывăрлăхра пăрахас марччĕ

26 сентября 2017 г.

Çемьене йывăрлăхра пăрахас марччĕ

Ашшĕпе амăшĕ хăйĕн ачине сывă та таса çитĕнтерессишĕн тем тума та хатĕр. Шел пулин те, тепĕр чухне эпир шухăшланă пек пулмасть çав. Пĕрисем чирлĕ çуралаççĕ, теприсен вара йывăр чир вăхăт иртсен палăрма пуçлать. Хальхи медицина ачана чылай чиртен сыватма пултарать пулин те, хăшĕнчен вара сиплеймест. Сăмахран, остеопетроз чирнех илер. Темиçе çул каялла унăн серепинчен ачана пачах та çăлса хăварайман пулсан, халĕ унтан сипленме майсем пур. Остеопетроз чирĕ çинчен 1904 çулта пирвайхи хут нимĕç тухтăрĕ Альберс-Шенберг çырнă.

Кăçалхи июль уйăхĕнче хамăр районта çуралса ÿснĕ, халĕ Шупашкарта пурăнакан Людмилăпа Алексей Петровскийсен çемйине пысăк хуйхă пырса çапнă. Вĕсен хĕрĕ чи хăрушă чирпе - остео- петрозпа чирлĕ. «Викăна эпĕ 39 эрнере çуратрăм. Унăн йывăрăшĕ 3100 грамм, тăршшĕ - 51 сантиметр. Сывă ача çуралсан эпир тем пекех савăнтăмăр. Хĕрĕм 7-8 уйăхччен лайăхах аталанса пычĕ. Анчах та 8 уйăхра Викăн гемоглобин пĕчĕкленме, пуçĕ пысăкланма пуçларĕ. Участокри педиатр пире гематолог патне консультацие ячĕ. Кирлĕ анализсем парсан тата рентген тăрсан июлĕн 4-мĕшĕнче стационарта хăрушă диагноз лартрĕç. Çак кун пирĕншĕн тĕнче йăтăнса аннăн туйăнчĕ», - куççуль витĕр каласа парать Людмила Петровская. Çамрăк мăшăрăн хĕрне хăрушлăх кĕтнине пачах та ĕненес килмен. Çак ырă мар хыпара ашшĕпе амăшĕн чĕри ниепле те йышăнман.

Остеопетрозпа (мрамор чирĕпе) чирлекенсем вăтамран 2-3 çул çеç пурăннине ăнлантарнă генетик. Петровскийсемшĕн çак кун чи хăрушши пулнă. Вĕсем Интернетра мрамор чирĕ çинчен информаци шыранă, çак чиртен Раççейре сыватайманнине пĕлнĕ. Мĕн тумалла, камран пулăшу ыйтмалла; Ашшĕ-амăшĕн пĕртен-пĕр тĕпренчĕкĕ утма пуçланине, вăл шкула кайнине курас килет-çке. Вăл савăнтăр, култăр, чи кирли - сывă пултăр. Социаллă сетьсенче Петровскийсем çакăн пек диагнозлă ачасене пулăшакан ушкăнсем пуррине курнă. Вĕсене пулăшакан тупăннă. Хăй вăхăтĕнче вĕсен тăванĕ остеопетрозпа чирлекен Кирилл Степанова сывалма укçа-тенкĕ пухнă çĕрте пысăк пулăшу кÿнĕ, анчах та вĕсен çемйинче те çакăн пек инкек пуласса шутламан. Шупашкарта пурăнакан Кирила операци тунă, шел пулин те, каярах - ача суккăрланнă. Петровскийсем Израильти «Хадасса» клиникăран пулăшу ыйтнă. Унта кайса консультаци илме 465 пин тенкĕ кирлĕ пулнă. Хăйсем тĕллĕн Израиле кайма вăй çитереймĕччĕç вĕсем. Инкек тÿснĕ çемье «Вконтакте» социаллă сетьре «SOS! Спасите Викторию! Смертельный мрамор!» ушкăн йĕркеленĕ, халăхран укçа пухма тытăннă. Çакăн йышши ушкăнсем «Одноклассники», «Инстаграмм», «Фейсбук» социаллă сетьсенче те пур. Петровскийсене «Сострадание» тата «Алеша» ыркăмăллăх фончĕсем пысăк пулăшу кÿреççĕ, вĕсем халăхран укçа-тенкĕ пухассипе халĕ те ĕçлеççĕ.

«Асăннă суммăна пухма республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнакан çынсем пулăшрĕç. Израиле кайса килтĕмĕр. Полина Стефански тухтăр 2012 çултан пуçласа 2017 çулччен 24 ачана мрамор чирĕнчен çăлса хăварнă. Шăмă сăссине (костный мозг) куçарса лартма вара питĕ пысăк сумма кирлĕ - 18 880 975,62 тенкĕ! Хăрушла цифра! Эпир ăна нихăçан та пухса та, ĕçлесе илеес те çук. Пĕтĕм шанчăк - ырă çынсенче. Асăннă суммăна ноябрĕн 10-мĕшĕччен пухса çитермелле. Паянхи кун тĕлне 3 млн. тенкĕ пухăннă», - пĕлтерет Людмила Петровская. Çамрăк мăшăр шанчăкпа пурăнать. Вĕсене Израильте çирĕплетсех каланă - донор тупса шăмă сăссине куçарса лартсан ача пурăнать.

Вăхăчĕ вара каламалла çук хăвăрт шăвать. Кунсен шучĕ кĕскелсех пыраççĕ. Викăн сывлăхĕ те хавшать. Амăшĕ каланă тăрăх, пĕчĕкскерĕн тăтăшах пуçĕ ыратать, çавăнпа та вăл каçхине япăх çывăрать, апачĕ те анмасть. Ашшĕпе амăшĕн хĕрĕ асапланнине курсан чĕри ыратать. «Ыйткалакан тесе айăплакан та пур. Çакна илтме питĕ йывăр. Эпир Викăшăн тăрăшатпăр. Волонтерсем пулăшнипе Шупашкарта тĕрлĕ акци иртет. Халăхран укçа-тенкĕ пухма «Наци кросне» те тухрăмăр, Хусана та кайса килтĕмĕр. Элĕк районĕ 90 çул тултарнине халалласа ирттернĕ уявра та ентешсем питĕ пысăк пулăшу кÿчĕç. Сентябрĕн 21-мĕшĕнче вара Элĕкри кульура çуртĕнче Ольга Семенова, Полина Борисова, Данила Ленский тата Нина Егорова ертсе пыракан «Штрих код» ташă ушкăнĕ йĕркеленипе ыркăмăллăх концерчĕ пулчĕ. Ентешсем пулăшнипе çак кун 172500 тенкĕ пухма май килчĕ», - каласа парать Людмила. Концертра районти депутатсен Пухăвĕн председателĕ, район пуçлăхĕ Владислав Волков, район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Лидия Никитина, вĕренÿ пайĕн начальникĕ Петр Павлов тухса калаçрĕç, çынна пулăшу кÿни пархатарлă ĕç пулнине палăртрĕç. «Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» акципе килĕшÿллĕн пухнă укçа-тенкĕрен 50 пинне Вика Петровскаяна куçарса панине палăртрĕç, район администрацийĕн ĕçченĕсем тата депутатсем пухнă укçа-тенкĕне те пухмăча хучĕç. Фойере Валентина Иванова ал ĕç маçтăрĕн илемлĕ япалисене те хапăлласах туянчĕ концерт курма килекен. Пухăннă укçа та Викăна сывалма кайĕ. Кашни пус тата тенкĕ ылтăнран та хаклă.

«Эпир кашни кун хăраса çывăратпăр тата вăранатпăр. Пирĕн тĕп тĕллев - йывăрлăха пăхмасăр Викăна сыватасси. Вăл ыттисемпе танах пурнăçа юратнине, савăнса вылянине курас килет. Хĕрĕмĕре тимлĕхсĕр пĕр самант та хăвармастпăр, мĕншĕн тесен вăл ÿксе шăмăсене хуçасран питĕ хăратпăр. Эпир пурин умĕнче те чĕркуçленсе ларса пулăшу ыйтатпăр. Ырă кăмăллă çынсем, эпир сирĕнсĕр хĕрĕмĕре çăлса хăвараймастпăр. Пулăшăр, тархасшăн. Ырă туни ырăпа таврăнать», - чĕнсе калать Людмила Петровская. «Пĕр çын сурсан типсе ларать, пин çын сурсан кÿлĕ пулать», - тенĕ ĕлĕкех ваттисем. Кашниех кăшта та пулин счет çине укçа куçарса парсан пысăк суммăна пухма пулатех. Пархатарлă ĕçре пулăшни каялла ырăпах çаврăнса çитет. Çемьене йывăрлăхра пăрахас марччĕ. Хаçат вулакансене те Вика Петровскаяна пулăшма чĕнсе калатпăр.

«Перекет банкĕн» «Мобильлĕ банк» пулсан 900 номер çине 4276 7500 1723 1399/500 - укçа сумми, вăл кирек мĕн чухлĕ те пулма пултарать/СМС çыру ямалла. Ку вăл - Викăн ашшĕн Алексей Петровскийăн картти. Çавăн пекех аяларах çырнă номерсем çине те укçа куçарма пулать:

МТС: +7 987 739 46 12

МЕГАФОН: +7 937 940 22 24

WebMoney: R568304005374

Яндекс: 4100 154 9909 8118

PayPal: fredi2185@mail.ru

Qiwi: +79061341191.

«Вконтакте» социаллă сетьри https://vk.com/vika_sos_osteopetroz ссылкăпа тĕплĕнрех пĕлме пултаратăр.

Вера МОРОЗОВА.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика