АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕр улми уйĕ ĕç шавĕпе тулнă

29 сентября 2017 г.

Çĕр улми уйĕ ĕç шавĕпе тулнă

Ял хуçалăхĕнче ĕçлекенсен тĕп тĕллевĕ - йĕпе-сапа çанталăк пуçланиччен çĕр улмине вăхăтра пухса кĕртесси. Çавна май районти хуçалăхсем уяр çанталăкпа пĕлсе усă курма тăрăшаççĕ. Çакă «иккĕмĕш çăкăр» пуссинче вăй хуракансен ĕç тухăçлăхне самай ÿстерчĕ.

Çак кунсенче «Чăваш Енĕн ял хуçалăх продукчĕсем» тулли мар яваплă обществăна çитсе курма тÿр килчĕ. Ана çинче çынсем «иккĕмĕш çăкăра» пуçтарма тухиччен копалка çаврăм хыççăн çаврăм туса йăрансене хатĕрлесе те хунă ĕнтĕ. Эпир пынă чухне те водительсемпе грузчиксем тулнă михĕсене автомашинăсене тиесе тăраççĕ, çĕр улмишĕн «кĕрешĕве» тухнă çынсем ăнса пулнă çимĕçе ăмăртмалла тенĕ пек пуçтараççĕ.

Çĕр улми уйĕ 70 гектар йышăнать. «Вега» тата «Гала» сортлă çимĕç ана çинче шап-шурах выртать. Пĕр метр утаççĕ кăна «иккĕмĕш çăкăра» пуçтаракансем - витре туп-тулли. Витрисене сеткăсене пушатаççĕ те каллех çĕр улми пухма пĕшкĕнеççĕ. Шалăва кунта миçе михĕ пуçтарнине кура мар, пурне те пĕр пек тÿлеççĕ. Хресчен ĕçĕ ачашшисене юратмасть, унта чăтăмлă та хастар çынсем кăна вăй хураяççĕ. Ярхуньушкăнь ялĕ çывăхĕнчи уйри «иккĕмĕш çăкăра» 80 процент чухлĕ пухса кĕртнĕ ĕнтĕ. Общество механизаторĕсем Михаил Фоминпа Сергей Григорьев копалкăпа тата комбайнпа кăлараççĕ. Николай Дмитриевпа Александр Порфирьев шоферсем тата Сергей Гордеев тракторист тулли михĕ- сене склада турттараççĕ. Çĕр улми пухма пулăшас тата укçа ĕçлесе илес текенсем таврари ялсенчен кăна мар, Ураскилтпе Мăн Вылăран килнисем те пур. Вĕсене ятарлă машинăпа илсе килеççĕ. Уйра кунсерен 70-80 çын таран ĕçлет. Канмалли кунсенче татах та ытларах.

«Кăнтăрла вĕри апат çитерни, ĕç вĕçленсенех укçа пани ĕçлеме хавхалантарать пире», - пĕлтереççĕ уйра тăрăшакансем. Акă КамАЗ водителĕ те çитрĕ. Кăвак сеткăсенче - шултри, хĕрлисенче - вăрлăхлăх уйăрни. Игорь Федоров, Вячеслав Фадеев, Юрий Семенов, Владимир Гордеев, Вадим Михайлов, Василий Павлов, Сергей Павлов грузчиксем тулли михĕсене çийĕнчех КамАЗ çине тиерĕç, автомашина склад еннелле çул тытрĕ. Пĕр рейспа 16-17 тонна леçнине палăртрĕ Юрий Фадеев механик. Вăлах ирхине çынсене те ĕçе илсе килет, сĕрмелли тата çунтармалли материалсемшĕн те вăл яваплă, апат илсе килесси те ун çинчех.

«Çанталăкĕ пирĕн майлă пулсан юлашки гектарсем çинчи çĕр улмине пĕр-икĕ кунтан пуçтарса пĕтересшĕн. Кăçалхи тухăç япăх мар, хамăр кĕтнĕ пекех. Кунта тĕрлĕ çулсенчи çынсем вăй хураççĕ. Çанталăк сивĕ тăнине пăхмасăр вĕсем ÿркенмеççĕ, ырми-канми тăрăшаççĕ. Вĕсен хастарлăхне пула уйра пĕр касă та кăлармасăр юлмĕ. Хĕлĕн-çăвĕн ĕçлетпĕр. Уй-хир пушансан çĕр улми суйласа сутма-лартма хатĕрлетпĕр», - каласа парать Наталия Григорьева бригадир. «Иккĕмĕш çăкăра» уйран тÿрех туянакансем пуррине те палăртать вăл. Хирти вăл пÿлмери мар. Çавăнпа та çу каçипе туса илнĕ çĕр улмине сая ярас марччĕ, вăхăтра пухса кĕртсе управа хурасчĕ.

Вера МОРОЗОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика