АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уявра кăмăл çĕкленет

03 октября 2017 г.

Ватăсен пĕтĕм тĕнчери кунне уявласси Мартынкасси тăрăхĕнчи ялсенче пурăнакансемшĕн çирĕп йăлана кĕчĕ. Акă кăçал та аслă ăрурисем клуба йышлăн пухăнчĕç. Кунта вĕсене ырă сунса хаваслă кĕвĕпе кĕтсе илчĕç. Уяв ячĕпе Чăваш Сурăм ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Виктор Сорокин, район администрацийĕн вĕренÿ пайĕн начальникĕн çумĕ Наталия Николаева, культура çурчĕн заведующийĕ Алена Ильина тата Чăваш Сурăмĕнчи вырăнти ветерансен Союзĕн пуçламăш организацийĕн пуçлăхĕ Петр Ефимов хĕрÿллĕн саламларĕç, канлĕ ватлăх, вăрăм кун-çул сунчĕç.

Пухăннисене клуб çумĕнчи фольклор ушкăнĕ илемлĕ концерт кăтартса савăнтарчĕ. Хыççăн уява пынисене кĕр мăнтăрĕпе тулăх хатĕрленĕ апат-çимĕçпе тата вĕри чейпе сăйларĕç.

Инçетри ялсенче пурăнакансем, уйрăмах ватăсем, пĕр-пĕринпе час-часах тĕл пулса калаçаймаççĕ. Халĕ вара кĕтнĕ уявра сĕтел хушшинче чылай хыпара сÿтсе яврĕç, кăмăл туличченех калаçса чунĕсене лăплантарчĕç. Манăçа юлнă хăна юррисене аса илсе юрларĕç, чăваш ташшин кĕввипе киленсе ташларĕç. Уяв пурин кăмăлне те çĕклерĕ. Уйрăмах аслă çулхисем ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулчĕç. 94 çулхи Ю.Никифорова, 89 çулхи И.Степанова, 80 çулхи Е.Степанова, Энехмет ялĕнчен 85 çулхи Ю.Матвеева, Мартынкасси ялĕнчен З.Сорокина, Шур-Пусай ялĕнчен 89 çулхи А.Николаева, 80 çулхи Е.Чуева тата ыттисем те. Çакнашкал ырă йăла-йĕркене пĕтме парас марччĕ, ватăсене сума сăвасчĕ.

Вениамин АРХИПОВ,

ĕç ветеранĕ, Мартынкасси ялĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика