АУ"Редакция Аликовской районной газеты "По жизненному пути"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çитĕнÿ тренировкăсенче туптанать

03 октября 2017 г.

Пĕрисемшĕн спорт пурнăçри пĕр тапхăр, теприсене - вăй-хал хушать, хавхалантарать, виççĕмĕшсемшĕн вара вăл професси. Манăн пурнăçа та спорт çак виçĕ тапхăра тÿрремĕнех пĕрлештерсе тăрать.

Спортпа туслашасси ăнсăртран пуçланчĕ-тĕр. Вутланти шкулта кĕçĕн классенче вĕреннĕ чухне хула тулашĕнчи «Солнышко» лагере канма кайнăччĕ. Кунта спорт ăмăртăвĕ ирттерчĕç те, унта хутшăнтăм. Инçĕшне чупнă чухне чунра темĕнле сывлăш уçăлнине, вăй хутшăннине туйса илтĕм. Çакăн хыççăн хытăрах чупма пуçларăм. Финиша та малтисенчен пĕри çитнĕччĕ. Каярахпа районти вĕренекенсен марафон ăмăртăвĕнче тĕрлĕ çулсенчисем хушшинче 17 километр чупса 2-мĕш вырăна тухрăм.

Тăххăрмĕш класс хыççăн вĕрентекенсем сĕннипе Çĕнĕ Шупашкарти Олимп резервĕсене хатĕрлекен шкула вĕренме кайса кĕтĕм. Хамăр ентеш, Яккушкăнь ялĕнче çуралса ÿснĕ, тĕнчипе палăрнă Михаил Павлович Кузнецов тренер патĕнче ăсталăха ÿстерме май килнишĕн халĕ те хăпартланатăп. Тĕрлĕ шайри ăмăртусене хутшăнма тÿр килчĕ. Салтак атти тăхăнсан та спортран писмен Çар чаçĕшĕн тăтăшах волейболла выляма çÿренĕ.

Вăхăт иртнĕçемĕн çавăнпах-тĕр хамăн пурнăçа спортпа çыхăнтарма шутларăм. Физкультура вĕрентекенĕ пулса хамăн тăван шкула, Вутлана, таврăнтăм.

Хăшĕ-пĕри паянхи ачасене кахал пулнишĕн айăплама пăхать-ха. Анчах та манăн наян тесех калассăм килмест. Вĕсене хавхалантарса интереслентерсе яма пĕлмелле. Ку чухне хăвăн вĕсемшĕн ырă тĕслĕх пулмалла. Сăмахран, манăн вĕренекенсенчен саккăрмĕш класри Николай Андреев, Владимир Васильев спортра тăтăшах çитĕнÿсем тăваççĕ. Çавăн пекех 6-мĕшĕнчи Карина Дубинина, Виктория Васильева çивĕчлĕхпе палăраççĕ.

Шкул тапхăрĕнче спортра та çитĕнÿсем тăвас тесен ашшĕ- амăшĕпе çирĕп çыхăнура пулмаллине те пытармастăп. Калăпăр, вĕренекенĕн çăмăл атлетика енĕпе, йĕлтĕрпе ярăнассипе пултарулăхĕ те пур, майне те пĕлет темелле, анчах та куллен хатĕрленме чăтăмлăх çитмест. Кун пек чухне ашшĕ-амăшне ачан кун йĕркине йĕрлесе тăма сĕнетĕп те. Çакăн вара усси пуррине сисетĕп. Вĕренекен самаях туртăнать. Çакна шкул ачисем тунă çитĕнÿсем те çирĕплетеççĕ. Вĕсен шучĕ сахалах теместĕп. Баскетбол, футбол, çăмăл атлетика енĕпе район шайĕнче эпир лайăххисен шутĕнче. 2015-2016 вĕренÿ çу- лĕнче вĕренекенсен спартакиадинче Вутлансем районти тĕп шкулсен командисем хушшинче пĕрремĕш вырăн йышăнни те пултаруллă вĕренекенсем пуррине палăртать. Спортра та ытти шкул предмечĕсене шĕкĕлченĕ пекех çан-çурăм пиçĕхлĕхне ÿстерес енĕпе тăтăшах ĕçлени пысăк пĕлтерĕшлĕ. Урок ирттернипе çеç çырлахма çук, тренировкăсем, секци йĕркелени пысăк пулăшу кÿрет. Çакна тĕпе хурса ĕçе йĕркелесе пыратăп та. Спорта юратакансене баскетбол секцине пĕрлештернĕ. Команда çитĕнĕвĕ вара кашни вĕренекен баскетбола мĕн чухлĕ вăй-хал панинчен тата тренировкăсене мĕнле çÿренинчен чылай килет. Çитĕнÿ тăвас тесен пĕр вĕçĕмех вăйă выляса ăсталăха ÿстермелле, вăл е ку вăйă хыççăн йăнăшсене палăртса тишкерессине те йăлана кĕртнĕ. Ку енĕпе вĕренекенсем тĕлĕшпе уйрăмах çирĕп пулма тивет.

Алексей СОРОКИН,

Вутлан шкулĕн вĕрентекенĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика